Ачалăха пулăшма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.12.2017, 10:01 Просмотров: 452

Çемьесенчи виççĕмĕш тата ун хыççăнхи мĕнпур ачашăн пособи тÿлĕç

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çемьесенчи виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тÿлесси çинчен калакан указа алă пуснă. Ăна, çавăн пекех Раççей Президенчĕн ачалăха пулăшмалли йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсене министерствăсен, тивĕçлĕ общество организацийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă май Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвĕсене те хуравланă.

Çак утăм мĕнпур ачашăн, çемьешĕн пĕрешкел условисем йĕркелессине тивĕçтерет. Тÿлев виçи уйăхра пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашать. Укçа тÿлеме, икĕ уйăхлăха, 25 миллион тенкĕ кирлĕ пулать – ку виçене республикăн хăйĕн тивĕçтермелле.

Пĕтĕмĕшле илсен вара указра палăртнă йыша – кăçал çут тĕнчене килнисене тата малашне çуралакансене – тÿлевпе тивĕçтересси 600 миллион тенке ларать. Укçан çурри федераци бюджетĕнчен килĕ, тепĕр çуррине республика бюджечĕ хăйĕн çине илĕ.

Владимир Путин Президентăн асăннă пуçарăвĕсем пирки те тĕплĕ калаçу пулнă. Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса çемьесем пĕрремĕш ачашăн та пурăнма кирлĕ виçепе танлашакан субвенцие уйăхсерен илме тытăнаççĕ. Чăн та, ку тÿлев çемьесен тупăшне кура пулать – сахал тупăшлисем пулăшу илĕç. Çакăн валли Раççей бюджетĕнчен 144,5 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. ЧР Пуçлăхĕ ку тÿлеве Чăваш енре миçе ача илессине шутласа палăртнине те пĕлтернĕ – вăтамран 4,5 пин пепке пулмалла. 

Амăшĕн капиталне тÿлесси 2018 çулта вĕçленме пултарать тесе калаçатчĕç. Халь ку енĕпе те уçăмлăх пур. «Президент ку укçана, иккĕмĕш ачашăн параканскере, 2021 çул вĕçлениччен тÿлессине çирĕплетрĕ. Паян унăн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать. Эпир те республикăн амăшĕн капиталне, виççĕмĕш ачашăн 100 пин тенкĕ тÿлессине, упраса хăваратпăр», – шантарнă Михаил Васильевич. Çийĕнчен амăшĕн капиталĕпе усă курас енĕпе те çĕнĕлĕхсем пулмалла. Ача пăхнăшăн каякан, çавнашкал ытти тăкака та саплаштарма май пулĕ.

2–3-мĕш ачасем çуралакан çемьесене çурт-йĕр туянас енĕпе пулăшмалли мерăсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен ипотека шучĕпе илекен кредитсен процент виçине бюджет шучĕпе саплаштарма палăртаççĕ.

Президент палăртнă тепĕр тĕллев – ачасене 2 уйăхранах яслисене вырнаçтармалли майсем тăвасси. «Ку программа валли федераци укçипе пĕрлех республикăн та укçа уйăрма тивĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача виççĕ тултариччен кĕтмесĕрех ĕçе тухма пултарĕ. Çавна май ача сачĕсене юсас, реконструкцилес, тивĕçлĕ çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр», – тенĕ Михаил Игнатьев.

 

Валерий ФИЛИМОНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

– Республика Пуçлăхĕн указĕнче палăртнине парламент депутачĕсем ырласа йышăнасси пирки иккĕленместĕп. Раççей Президенчĕ палăртнă 6 çул-йĕр те – пурте ачасен интересĕсене тĕпе хураканнисем. Вĕсене хавхаланса йышăнтăмăр. Чăннипех – кирлĕ йышăнусем. Вĕсем ача çуратассине ÿстерме пулăшĕç, нумай ачаллă çемьесемшĕн лайăх тĕрев пулĕç.

 

Алевтина ФЕДОРОВА, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи:

– Кăшт маларах кăна виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн тÿлев пулассипе çыхăннă йышăну пулнăччĕ, халĕ вара ачаллă çемьесене пулăшмалли çĕнĕ гарантисем пирки пĕлтĕмĕр – чăннипех лайăх хыпарсем. 1-мĕш ачашăн пособи тÿлеме пуçласси уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Çамрăк çемьесене чылай чухне йывăр килет – пурлăх, укçа-тенкĕ енĕпе çирĕпленсе çитеймен-ха, ача çуралсан çак тÿлеве пани вĕсемшĕн лайăх тĕрев пулĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика