Тимлĕхе çухатма юрамасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.12.2017, 16:00 Просмотров: 502

Эрне пуçламăшĕнче районта çулăмпа çыхăннă инкексем тÿрех иккĕ пулнă. Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн информацийĕ тăрăх, пĕрремĕшĕнче Уйкас Кипек ялĕнче пурăнакан 54-ри арçыннăн килĕнче пушар тухнă. Çуртра çулăм хыпса илни çинчен пушар хуралне пĕлтерÿ юнкун 4 сехетре çитнĕ. «Хĕрлĕ автан» пÿрте сиенлетнĕ тата йывăç верандăна тĕп тунă. Малтанхи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх, инкек сăлтавĕ асăрханусăрлăх пулма пултарать.

Унччен маларах, декабрĕн 11-мĕшĕнче, поселокри икĕ хутлă нумай хваттерлĕ çуртра çăлавçăсен ĕçлеме тивнĕ. 14 сехет тĕлĕнче А.Иванов урамĕнчи çуртра пĕр хваттерĕн алăкĕ çунма тытăннă мĕн. Çунăк шăрши кĕнине туйса илсе, 90-ри ватă çын пулăшу службине хăех чĕнсе илнĕ. Çулăма хăвăртах сÿнтерме май килнĕ. Телее, ватă çын шар курман.

Раççей МЧС-ĕн республикăри управленийĕ асăрхаттарать: çулăм пысăк инкек кăларма пултарать, никама шеллемест. Çавна май кил-хуçалăхра яланах хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни кирлĕ. Хĕллехи вăхăтра газ тата электроприборсемпе ытларах усă курнă пирки тимлĕхе уйрăмах вăйлатмалла.

И.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика