Алăра ĕç вылять

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2021, 13:06 Просмотров: 514

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Акă, «Хавхалану» курав ĕçлеме тытăннă. Музее килекенсем ал ăстисен ĕçĕсемпе пуш уйăхĕн 20-мĕшĕчченех паллашма пултараççĕ.

Çитсăран хатĕрленĕ çĕр ытла пуканене тата теттене ытармалла мар. Санарпуçĕнчи Анна Платонова çитмĕл теçеткене хыçала хăварнă, анчах питĕ вăр-вар. Унăн ал ĕç тумасăр пĕр кун та иртмест. Чăннипех çирĕплетсе калатăн: алли ылтăн. Вăрнарти Наталия Анисимовăпа Анастасия Кириллова тата Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Людмила Карпова ăсталанă япаласем те куравра тивĕçлĕ вырăн йышăннă.  

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика