Проект палăрнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.03.2021, 13:06 Просмотров: 429

Чăваш ен Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви общественноçе, республика çыннисене, çав шутра ачасене те, тăван тавралăха упрас тата унăн пуянлăхне ÿстерсе пырас тĕллевлĕ ĕçе активлă явăçтарать.

Нумаях пулмасть ведомствăра черетлĕ конкурсăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ун майĕпе кăçал экологи культурине йĕркелессипе çыхăннă чи ăнăçлă проектсене палăртнă.

Министерствăн пресс-служби хыпарланă тăрăх, чи лайăххисене пĕтĕмпе 13 проектран суйласа илнĕ. Авторĕсем – çамрăксемпе ача-пăчан обществăлла организацийĕсем, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсем. Палăртма кăмăллă, çĕнтерÿçĕсен йышĕнче вăрнарсем те пур. Наци библиотеки, «Зеленый город» регионаллă организаци, Тĕп ботаника сачĕн Шупашкарти филиалĕ тата ытти сумлă организацисемпе танах пирĕн районти Ача-пăча пултарулăх çурчĕн ĕçĕ те чи çÿллĕ хаклава тивĕçнĕ. Унăн «Таса район – санăн тивĕçÿ» проекчĕ – пурнăçлама суйласа илнисен хушшинче.

Уйрăммăн каламалла, экологи хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ку проектсене пурнăçа кĕртме Çутçанталăк ресурсĕсен министерстви республика программисем йĕркипе пулăшу парать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика