Вăрнарти «Химик» спорт клубĕн футбол командисем Пĕтĕм тĕнчери «Весенний Петербург – 2021» турниртан чаплă результатсемпе таврăннă.
«Химик-Августăн» 2009 çулта çуралнисене пĕрлештерекен командишĕн вăл уйрăмах хĕрÿ иртнĕ. Ку ÿсĕмре пĕтĕмпе 20 команда тупăшнă. Соперникĕсем Санкт-Петербургран, Мускавран, Владимиртан, Тюменьтен, Иркутскран, ытти пысăк хуласенчен.
Вăрнарсем хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерсе çурмафинала тухнă. Унта Санкт-Петербургри Красносельски районĕн спорт шкулне 1:2 шутпа выляса янă.
Финалта 3-мĕш вырăншăн уйрăмах пĕтĕçсе вылянă вĕсем: çурçĕр тĕп хулинчи «Северный Пресс» командăна 3:0 шутпа парăнтарнă, бронза призер пулса тăнă.
2007 çулта çуралнисем те çĕнтерÿшĕн вăйлă кĕрешнĕ. Шел те, призлă вырăна лекеймен, 4-мĕш йĕркене йышăннă. Анчах та «Химик-Август» çурмафинала, финала тухма пултарнă.
Савăнтаракан хыпар – Вăрнар ачисем: Николай Филиппов «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Никита Степанов «Чи лайăх вратарь» ятсене тивĕçнĕ.
Футбол турнирĕ хыççăн çамрăксем Санкт-Петербургри паллă вырăнсенче те пулнă.
Людмила ИВАНОВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
