Район полицейскийĕсем нумаях пулмасть çичĕ тоннăллă металл пичке вăрлакана тытса чарнă. Вăрнар çывăхĕнчи дачăран пысăк çак савăт çухалнине 80-ри кил хуçи февраль пуçламăшĕнче асăрханă.
Унта вăл хуçалăхра усă куракан ăпăр-тапăра, инвентаре упранă-мĕн. Кунсăр пуçне, дача участокĕнчен 4 метр тăршшĕ хурçă пăрăх та «ураланнă».
Çапла полицин «Вурнарский» пайне килнĕ вăл. Хăйне тăкак кăтартакана шыраса тупма ыйтнă. 80-ри ватăн хуçалăхĕнче тустаракана, чăнах та, тăрă шыв çине кăларма май килнех.
– Вăл – 33-ри çамрăк арçын. Полици сотрудникĕсене çакланнă хыççăн айăпне хăй те тунман. Ун сăмахĕсем тăрăх, пичкепе пăрăха вăл ют дачăран çăмăл машинăпа илсе кайнă. Темиçе те хутлама тивнĕ – малтан касса вакланă татăксене пĕчĕккĕн турттарнă. Хăшпĕр пайĕсене тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта та вырнаçтарнă. Тăкакăн виçине палăртассипе тимлеççĕ. Ют пурлăха вăрланă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçланă. Айăплав тăратнă хыççăн арçынна вырăнтан кайма чарса алă пустарнă, – хыпарлаççĕ Чăваш ен ШĔМ-ĕнчен.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
