Ветеранăн тимлĕхĕ пулăшнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.04.2021, 09:58 Просмотров: 445

Иртнĕ эрнере поселокри пĕр микрофинанс организацине çаратас тесе тапăнса кĕнĕ. Вăрă-хураха инçе кайма паман, çийĕнчех çулса илнĕ. Ăна тытса чарма пулăшаканĕ вара – полици ветеранĕ.

– Унчченхи ытларикун пулнă ку преступлени. Ĕç кунĕ вĕçленсе пынă. Сасартăк ку организацин офисне палламан арçын кĕрсе тăнă. Сотрудника хăратса уççăнах 1200 тенкĕ вăрласа тухнă вăл. Киревсĕр ĕç хыççăн тытăнса тăман, тÿрех тарса çухалнă.

– Путсĕр аякка кайма пултарайман. Çавăнпа та вăхăта çухатма юраман – преступлени çинчен хыпарласанах полици шырав ĕçĕсене пуçланă. Вăрă-хурахăн паллисене полицин мĕнпур нарячĕсене сарнă. Çак пăтăрмах вырăнĕнчен инçех те мар шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ Валерий Никифоров та пулнă-мĕн. Чылай çул йĕркелĕх хуралĕнче тăнăскер, шанчăксăр çынна тÿрех асăрханă. Тимлĕ сăнанă – сăнĕ, тумтирĕ шырава тăратнă çынăнни евĕрлех. Çапла пĕлтернĕ те дежурнăй чаçе полици ветеранĕ. Çак информаци пулăшнă та вăрă-хураха «вĕри йĕрпе» тытса чарма. Вăл 39-ти район çынни пулнă, пĕр хутчен мар уголовлă явап тытнăскер, – пĕлтерет Чăваш ен Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби.

Халĕ ку арçын тĕлĕшпе хурахла ĕçшĕн уголовлă ĕç пуçарнă. РФ Уголовлă кодексĕн 162-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе ăна 10 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика