Раççей Ш,М-ĕн ертÿçин В.Колокольцевăн хушăвĕпе, ООН пуçарнипе, ку эрнере Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни иртет.
Унăн тĕп темипе тĕллевĕ – транспорт тата çуран çÿрекенсем «тĕл пулакан» вырăнсенче хăвăртлăх режимне чакарасси.
Машинăпа çÿрес культурăн тĕп критерийĕ шăпах та – Çул-йĕр правилисенче çирĕплетнĕ хăвăртлăх чарăвĕсене пăхăнни. Кашни водитель вĕсене уяма тивĕçлĕ. Апла пулсан, ирĕк панă кăтартусенчен иртсен, вăл юриех йĕркене пăсать.
Тĕрĕссипе, хăвăртлăха нормăран ÿстерни вăхăта ытлашшиех перекетлеме памасть, водителе канăçсăрлантарать кăна. Сăмахран, пĕр урам тăваткалĕнче тăрук тапранса кайсан та тепринче вăл пурпĕрех чарăнать. Хула условийĕсенче хăвăртлăх сехетре 80 километр енне пулсан авариллĕ лару-тăру тухас хăрушлăх икĕ хут пысăкрах.
Çул-йĕр правилисен 10-мĕш пайĕнче çапла çырнă: «Водителĕн транспорт хатĕрне чарусенчен иртмесĕр, куçăм интенсивлăхне, автомашинăн тата турттаракан грузăн уйрăмлăхне, çанталăк условийĕсене шута илсе тытса пымалла. Талăкăн тĕттĕм тапхăрĕнче тата курăнаслăх япăх чухне транспорт хатĕрне вăхăтра чарма май пулмалла. Чăрмав сиксе тухсан водитель хăвăртлăха чакарма (кирлĕ пулсан машинăна чарма та) мерăсем йышăнма тивĕçлĕ».
Çавăнпа та транспорт хатĕрĕн тĕрĕс хăвăртлăхне суйланинчен аварисемсĕр çÿресси тÿреммĕн килет. Паллах, куçăм интенсивлăхĕ те витĕм кÿрет. Транспорт юхăмĕпе пĕрешкел е ăна çывăх хăвăртлăха тытса пыни хăрушсăр шутланать. Енчен те, сăмахран, вăтамминчен 60 километр чухлĕ ытларах пулсан, инкеке лекеслĕх пин хут майлă пысăкланать. Транспорт нумай тата çуран çынсем те йышлă хуласенче водительсене уйрăмах тимлĕх тата дисциплина кирлĕ.
Пăрлак çул çинче хăвăртлăха вуçех те ÿстерме юрамасть. Çавăн пекех хĕллехи вăхăтра тин ÿкнĕ юр та хăрушă – вăл шуçлака пытарать. Çумăрлă çанталăкра вара тĕп çул çине хытă сийсĕр çулсем çинчен тухакан пылчăклă вырăнсем инкек кăларма пултараççĕ. Çакнашкал участоксенчен пĕчĕк хăвăртлăхпа, тăрук чарăнмасăр, руле ытлашши пăркаламасăр иртсе каймалла.
Тĕтреллĕ çанталăк та водительсене сахал мар чăрмав кÿрет. Аварисен пысăк пайĕ умри транспортпа çапăннăран пулать. Водительсем пĕр уйрăмлăха шута илмеççĕ: тĕтрере мĕнпур япала çынна икĕ хут аяккарах пек курăнать. Çавăнпа та хăвăртлăха уяр çанталăкринчен пĕчĕкрех тытса пымалла. Тăрук чарăнассинчен те асăрханăр. Шалкăм çумăр вăхăтĕнче те çак асăрханулăх правилисенех пăхăнăр.
Паллах, кашни тĕслĕхре хăвăртлăх виçи мĕнле пулмаллине уйрăм сĕнÿ пама çук. Водителĕн хăйĕн çул çинчи куçăма пĕрмаях тимлĕ сăнамалла, хăвăртлăха тĕрĕс суйласа хăрушсăрлăха тивĕçтермелле.
Ноябрь 2024 |