Телей те ăнăçу кÿтĕр аслă çул!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2021, 10:33 Просмотров: 337

Ĕнер районти кашни шкулта выпускниксем ячĕпе çак сăмахсем чĕнÿллĕн янăранă

Шкул вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртет. Вăл хаваслă вăйă-кулă çеç мар, çирĕп пĕлÿ тапхăрĕ те. Кăçал 11-мĕш класран тухакансем 156-ăн. Ку йышра тĕрлĕ олимпиада-конкурссен, ăмăртусен çĕнтерÿçисем чылаййăн. Пурте тенĕ пекех пуласлăх утăмне палăртнă ĕнтĕ. Паян çамрăксемшĕн пур çĕре те çул уçă.

9-мĕш класс пĕтернисемшĕн те çак кун хумхануллă. Вĕсем 311-ĕн. Ку ÿсĕмрисен суйлама ирĕк пур – вĕренĕве шкулта тăсмалла е техникум-колледжсене çул тытмалла.

Анчах та выпускниксен хальлĕхе лăнчăланма иртерех-ха. Умра – патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем. Вĕсен кăтартăвĕсем çамрăксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те пĕлÿ çине паян пысăк тĕрев тăваççĕ.

Юлашки шăнкăрав уявĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче санитарипе эпидемиологи тата антитеррорла хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса иртнĕ. Шкул ачисем патне вырăнти влаç представителĕсем, депутатсем çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсене саламланă.

Хапăсра юратнă шкулпа кăçал улттăн сывпуллашаççĕ. Кунта вунă çул енне ырă йăла пур ĕнтĕ – 11-мĕш класран тухакансем юлашки урока пĕрремĕш вĕрентекен патне каяççĕ. Валентина Михайловна Миговарова асаилÿ сехетне тĕрлĕ енлĕ хатĕрленĕ, конкурссем, вăйăсем кĕртнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика