«Кунсерен тăрăшсан, ума лартнă тĕллев патне ăнтăлсан çĕнтерÿ пулатех», – çак пурнăç девизĕ тĕп вырăнта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсемшĕн.
Нимле йывăрлăхсем умĕнче те парăнма хăнăхман вĕсем. Спортри кăтартăвĕсенчен те, ак, куратпăр: хастарлăхĕ ÿсĕм хыççăн ÿсĕме хывăнать.
Мухтанмалăх сăлтавĕ пур: çĕнтерÿсен пухмачĕ хулăмлансах пырать. Хальхинче пысăк результатсем – çăмăл атлетика енĕпе. Çамрăк спортсменсем вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ организацийĕсен студенчĕсен чемпионатĕнче малтисен ретĕнче пулнă. Уйрăмах техникум каччисен результачĕсем аван – пĕрлехи командăпа республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тăван вĕрентÿ учрежденийĕн чысне маттур хÿтĕленисем: Игорь Туйкин, Дмитрий Калашников, Кирилл Иванов, Владимир Шашкин, Дмитрий Распопов, Александр Игнатьев, Борис Ильдуганов. Тĕп хулари «Спартак» стадионта вĕсем икĕ кун çивĕч тупăшнă: ăмăртусем кĕске (100, 400, 800 метр) тата вăрăм (1500, 3000 метр) дистанцисене чупассипе, тăршшĕне сикессипе, эстафетăсенче иртнĕ.
Ÿсĕмлĕ кăтартусенче, паллах, Галина Павловапа Владимир Максимов тренерсен тÿпи пысăк. Пултаруллă вĕрентекенсем студентсене кулленех тренировкăсенче хатĕрлени ĕнтĕ чылай турнирта мала тухма пулăшать.
– Пирĕн пекех спорта чунтан юратакан, талантлă çамрăксене кирек хăçан та пулăшма хатĕр çынсем пурри савăнтарать. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн пай пуçлăхĕ Евгений Анатольевич Захаров. Вăл, студентсене ăнланса, яланах бассейнра, стадионта спорт ăсталăхне туптама майсем туса парать, – тав тăваççĕ ăна тренерсемпе студентсем.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |