«Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем 5 çулта мĕн туни пирки суйлавçăсене каласа кăтартнă
Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш енри уйрăмĕн форумĕ иртнĕ.
2016 çултанпа пирĕн республикăра 19 садик (тепĕр 9-шĕ кăçал хута кайĕç), 7 шкул (хальхи вăхăтра 2 шкул тăваççĕ) уçăлнă. Чăваш ен пуçламăш класс ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе мала тухнă. Культура çурчĕсем, ФАП-сем çĕкленĕ, тавралăха хăтлăлатассипе нумай проекта пурнăçа кĕртнĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш енри уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова каланă тăрăх, депутатсен парти палăртнă программăна пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. «Пĕтĕмлетÿ туса çĕнĕ программа хатĕрлемелле. Паянхи тĕллев – районсене тухса суйлавçăсемпе курса калаçасси, халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парасси», – тенĕ вăл.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш енри уйрăмĕ 34 пин ытла çынна пĕрлештерет. Чăваш Республикин интересĕсене Раççей Патшалăх Думинче 3 депутат хÿтĕлеççĕ. Чăваш ен Патшалăх Канашĕнче – 35, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕнче – 30, вырăнти хăйтытăмлăх пĕрлешĕвĕсенче 317 депутат парти членĕ шутланаççĕ.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш енри уйрăмĕн канашĕн членĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, иртнĕ çул ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе 4,6 миллиард тенкĕ уйăрнă, кăçал 4,9 миллиард тенкĕ пăхса хунă. Ял хуçалăх техникипе оборудованине çĕнетнĕ, çулсемпе культура çурчĕсем тăваççĕ, медпунктсемпе спортзалсене модернизацилеççĕ. «Çынсем пире шанма пултараççĕ, мĕншĕн тесен «Пĕрлĕхлĕ Раççей» – лидерсен команди», – пĕтĕмлетнĕ Сергей Геннадьевич.
Алена Аршинова пĕлтернĕ тăрăх, пилĕк çулта ун патне граждансенчен 2,5 пин çыру килнĕ, 1500 ытла çынпа вăл хăй курса калаçнă. Чылай ыйтăва татса панă. Депутат вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе ытларах ĕçлет. Алена Игоревна 72 саккун проекчĕ туса хатĕрленĕ. Вăл – «Çĕнĕ шкул» проектăн координаторĕ. 2016 çултанпа вĕрентÿ тытăмĕ валли уйăрнă укçана икĕ хут ÿстернĕ – 1 триллион та 104 миллиард тенке çитернĕ. Депутат çине тăнипе пуçламăш классене тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерме тытăннă, класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланăшăн тÿлеве пысăклатнă, çĕнĕ шкулсемпе садиксем çĕкленеççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнетеççĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов вырăнти хăйтытăмлăх ыйтăвĕсемпе нумай ĕçлет. Ун патне йышăнăва 3,5 пин çын пынă. Унсăр пуçне вăл 2,4 пин çыру илнĕ тата 1,5 пин çырăва социаллă сетьсем урлă хурав панă. Леонид Ильич республикăра сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене çĕклеме пĕрре мар пуçару тунă. «Хула хăтлăхĕ» проектăн общество канашĕн ертÿçи пулнă май, республикăри территорисене хăтлăлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Вăл – Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ те. Наци культурине упрас енĕпе нумай тăрăшать.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов фермерсене чылай пулăшать, çĕр тата экологи ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест. Вăл – «Раççей ялĕ» проектăн общество канашĕн ертÿçи. «Ĕç нумай. Пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех пулать», – çирĕплетнĕ вăл.
Çĕмĕрле хулинчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Леонид Пронин çамрăксен пултарулăхĕн «Галилей» центрĕ çинчен каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çултанпа центрта 2000 яхăн ача пĕлÿ илнĕ, 100 ытла предпринимателе пулăшу панă. Унта социаллă пуçарусем тăваççĕ, ăсталăх сехечĕсем ирттереççĕ, вĕренÿ учрежденийĕсемпе çыхăну тытаççĕ, ача-пăча валли инженери лагерĕсем йĕркелеççĕ.
Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕнчи «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи Николай Владимиров партин Чăваш енре пурнăçа кĕрекен проекчĕсем çинче чарăнса тăнă. Вĕсен йышĕнче – «Аслă ăру», «Хăрушлăхсăр çулсем», «Истори астăвăмĕ», «Ача-пăча спорчĕ».
Парти председателĕн регионти йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев халăхпа ĕçлени пирки каласа кăтартнă. Пилĕк çулта йышăну пÿлĕмне 8588 çын пынă, районти пÿлĕмсенче 22114 çынна йышăннă. Вĕсем социаллă пулăшупа, коммуналлă хуçалăхпа, сывлăх сыхлавĕпе, строительствăпа, транспортпа тата вĕрентÿпе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Вĕсен 41 процентне татса пама май килнĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Ноябрь 2024 |