Вакцинаци – чи шанчăклă мел

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.06.2021, 09:08 Просмотров: 308

Чир-чĕр çав-çавах алхасма чарăнмасть-ха. Çавна май республикăра ковидран сипленме 1160 вырăн хатĕрленĕ. 1 пине яхăн çын стационарта сипленет, вĕсенчен 28: чире йывăррăн парăнтарать. Ытларахăшĕ 60 çултан иртнисем.

Çакăн пирки коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче калаçнă. Унта çула çитмен ачасем ковид çаклатнă тĕслĕхсем чакнине палăртнă. 18–30 çулсенчисем чирлесси 29: ÿснĕ.

Чире çăмăл ирттерекенсем килтех сипленеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 2 пин ытла çын чирленĕ хыççăн кану çурчĕсенче реабилитаци тухнă. Коронавирус ернисене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Çак чир Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Çĕнĕ Шупашкарта тата Улатăрпа Тăвай районĕсенче ытларах сарăлнă.

Темле пулсан та коронавирус аслă ăрушăн хăрушă. Çавăнпа та вĕсене вакцинацилессине вăйлатмалла. Паян республикăри 27 сыватмăшра прививка тăваççĕ. Унсăр пуçне куçса çÿрекен пунктсем пур. Çавăн пекех суту-илÿ çурчĕсенче те халăха вакцинацилеççĕ. Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Патăрьел, Канаш районĕсенче прививка тăвассине лайăх йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Вăрмар, Тăвай, Пăрачкав районĕсенче вакцинаци тунисен йышĕ 20: та çитмест.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев халĕ регионта лару-тăру лайăх пулнине, анчах нумай тăрăхра коронавируспа çыхăннă чарусене каялла тавăрнине, кĕркунне чир тата та сарăлма пултарассине пĕлтернĕ. Çавна май вакцинаци чи шанчăклă мел пулнине каланă.

Вакцинациленнĕ çын аптăрасан та чире çăмăлрах ирттерет. Çакна пурин те ăса хывмалла. Хăвăршăн çеç мар, çывăх çыннăрсем пирки те шухăшлăр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика