Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес пулсан паха вăрлăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те районти хуçалăхсенче.
Халĕ çурхи ака-суха ĕçĕсем валли пахалăхлă та çителĕклĕ вăрлăх хатĕрлесси тĕп вырăнта тăрать. Кăçал районта çураки ирттерме тĕштырă вăрлăхĕсем пĕтĕмпе 27760 центнер кирлĕ. Тĕрĕслеве 27775 центнер тăратнă, вĕсенчен 15840 центнерĕ кондициллĕ. Ку 57 процентпа танлашать. Сакăр хуçалăхăн акма кирлĕ кондициллĕ вăрлăх 100 проценчĕпех пур. Кусем: «Санары» агрофирма, Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Янгорчино», «Знамя» хуçалăхсем, В.Павловпа А.Герасимов фермер хуçалăхĕсем.
Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем «Санары» хуçалăхра вăрлăха хатĕрлессипе мĕнле ĕçсем тунипе паллашнă. Кунта икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Н.Иванов, В.Васильев, А.Петров, В.Андреев рабочисем вăрлăха кондицие çитерессипе кашни кун тимлĕх кăтартаççĕ. Хуçалăхра ку ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлесшĕн.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |