Коронавирус пандемине пула пĕлтĕр суд приставĕсен ĕç-хĕлне те улшăнусем кĕнĕччĕ. Сăмахран, хистевлĕ пурнăçлав органĕсен сотрудникĕсене çынсем пурăнакан вырăнта вĕсен куçакан пурлăхне тĕрĕслеме, арестлеме, туртса илме вăхăтлăх чарнă пулнă. Халĕ вара июлĕн 1-мĕшĕнчен ку чарăва пăрахăçланă-мĕн: текехрен парăмçăсем хăйсен хваттерĕ е кил умĕнче суд приставĕсене каллех курма пултараççĕ.
– Чăнах та, ку уйăх пуçламăшĕнчен пирĕн сотрудниксем парăмçăсем пурăнакан адрессемпе килĕрен тухса çÿреме пуçларĕç. Вĕсен тĕллевĕ – пурлăх лару-тăрăвне вырăнта курса тĕрĕслесси. Халĕ суд приставĕсен унчченхи пекех парăмçăн хваттерне е çурт-йĕрне кĕме, арестлес тата туртса илсе кайран хистевлĕ сутас майсем шыраса ун куçман пурлăхне пăхса тухма право пур. Харпăрлăхçă сотрудника хăйĕн тивĕçне пурнăçлама чăрмантарать, хваттере кĕртмест-тĕк, вăл ку ĕçе хистевлĕ те тума пултарать. Саккун приставсене парăмçă пурăнакан çуртра е хваттерте пурлăха çырса тухма тата арест хума ирĕк парать, – ăнлантарчĕ лару-тăрăва Чăваш Республикин тĕп суд приставĕн заместителĕ шалти служба майорĕ Наталья Вассиярова.
Кунсăр пуçне, сотрудник парăмçăн харпăрлăхĕнчи пурлăхĕпе усă курас правине те чакарма пултарать. Çакăн çинчен вăл Росреестра уведомлени ярать, кунта ЕГРН-а запись кĕртеççĕ% çак самантран çурт-йĕре сутма та, кама та пулин пама та, унта никама пропискăна тăратма та юрамасть.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |