Ял çынни ытлă-çитлĕ пурăнас тесе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Хастар тăрăшакан тимлĕхре. Акă, кăçал та республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ĕне усракансене субсидипе тивĕçтереççĕ. Палăртмалла, пĕр ĕнешĕн – 2400 тенкĕ, иккĕшĕн – 3400-шер, виççĕшĕн тата ытларах пуçшăн 4400-шер тенкĕ тÿлеççĕ.
– Вăрнар районĕнчи килти хушма хуçалăхсенче хальхи вăхăтра 4223 ĕне тытаççĕ, çав шутра граждансене 2376 ĕнешĕн (56 проценчĕшĕн) республика бюджетĕнчен 6 млн та 147 пин те 500 тенкĕлĕх субсиди уйăрнă, – пĕлтерчĕç ЧР Ял хуçалăх министерствинчен. – Заявкăсем килнĕ май укçи-тенкине те куçараççĕ. Калас пулать, кăçал субсиди хуçисем патне хăвăртрах çитет.
Ведомство министрĕн заместителĕ Алина Семенова субсиди илме документ тăратас тĕлĕшпе уйрăмах Елчĕк, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Тăвай, Муркаш, Элĕк, Вăрмар районĕсем хастарлăх кăтартнине палăртнă.
Паллах, лару-тăрăва уçăмлатма хамăр ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе те çыхăнтăмăр.
– Вăрманкас ял тăрăхне виçĕ ял – Вăрманкас, Катăш тата Мăньял Хапăс – кĕрет. Хушма хуçалăх тытакансем пурĕ 187 пуç ĕне усраççĕ. 126 кил хуçалăхĕ субсиди илме документсене тăратнă. Республика пулăшăвне 180 ĕнешĕн тивĕçмелле, – терĕ ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ Ольга Васильева.
Уйрăмах Вăрманкасра пурăнакансен картишĕсем выльăх-чĕрлĕхпе тулли. Акă, сăмахран, Владимир Зайцевăн – 6 пуç ĕне, Василий Чугуновăн – 5, Станислав Захаровăн – 4 пуç. Вăрманкассенчен катăшсем те юласшăн мар. Владислав Волков та выльăх ĕрчетессипе тăрăшать. Ĕнесен йышне 5 пуç таран пысăклатнă. Константин Ефремов та маттур. Унăн хуçалăхĕнче сăвакан ĕнесем виççĕ. Мăньял-хапăссем те ĕçченлĕхпе палăраççĕ. Анатолий Ефремов 3 ĕне тытать. Алина Красновăпа Геннадий Барановăн – икшер пуç.
Субсиди уйăрни кил хуçисен ĕçлес кăмăлне ÿстерет. Редакцие пĕлтерÿ пама килнĕ пĕр хастар çын ĕнесен йышне 10 пуç таран ÿстерме ĕмĕтленни çинчен пĕлтерчĕ. «Ĕне выльăх усрани тупăш илме пулăшать», – çирĕплетрĕ вăл.
Хальхи вăхăтра сĕтĕн вăтам хакĕ 18,1 тенкĕпе танлашать. Ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 24 процент пысăкрах.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Апрель 2025 |