Пуриншĕн те тĕслĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.07.2021, 14:12 Просмотров: 1282

Çынна шăпа вăрăм кун-çул пÿрни – Çÿлти Турă панă пуянлăх. Çак тупрана хакласа, ăна чыслăн, ята çĕре ÿкермесĕр утса тухакансем – мăнаçланмалли сăлтав. Çапла Туçи Мăратри Илья Иванович Иванов та ял-йышри чи ят-сумлă çынсенчен пĕри.

Аслă çулĕсене кура çеç мар, пурнăç сукмакĕпе тĕрĕс утнипе, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнипе хисепре.

Çулĕсене вара вăл, йывăррисене те, телейлисене те, чылай хыçа хăварнă. Нумаях пулмасть ăна мĕнпур çывăх çыннисем, тăванĕ-пĕтенĕ, ял-йыш 90 çул тултарнă ятпа саламланă. Сумлă кун Илья Ивановичшăн Раççей Президенчĕ ячĕпе янă саламлă çыру та парне вырăнне пулнă. Правительство открыткине тыл ĕçченĕ патне Çавалкас ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Углова çитернĕ. Хăй енчен те вăл юбиляра чи малтанах çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хăват, малашне те чунри хавхаланăва çухатмасăр тата нумай çул пурăнма суннă. Ĕмĕр тăршшĕпех тăван тăрăхра ĕçлесе ун аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.

Илья Ивановичăн вăрăм кун-çулĕн кашни тапхăрĕ, чăнах та, Туçи Мăрат ялĕпе çыхăннă. Кунтах çут тĕнчене килнĕ вăл, ачалăхĕпе çамрăклăхне ирттернĕ, пĕве кĕрсен çемье çавăрса тăван ялтах тĕпленнĕ. Ачалăхĕ тенĕрен, пулнă-ши вăл çав çулхисен, вăрçă умĕн çуралнисен? Çук, тесен те йăнăш мар. Тылри нуши-тертне кĕçĕннисем те самаях тÿснĕ. Вăрçă тухнă çул вуннă кăна тултарнă арçын ача та нихăш ĕçрен юлман. Колхоз ĕçĕсенче тар тăкнă, кил-терĕшре кану мĕнне пĕлмесĕр ăшталаннă. Çăмăл мар пулсан та кахалланман, тивĕçсенчен пăрăнма хăнăхман.

Тĕрĕссипе, кайран та – мĕн çамрăкран тивĕçлĕ канăва тухиччен тата хыççăн та – Илья Иванович тăван колхозрах вăй хунă. Яланах чи маттуррисен, малтисен ретĕнче пынă. Çакна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçни те яр уççăн çирĕплетет.

Ĕçченлĕхĕпе кăна мар, кил ăшшин çирĕплĕхĕпе те ыттисемшĕн тĕслĕх Ивановсен çемйи. Паянхи кун та вĕсем мăшăрĕпе Феолина Михайловнапа пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса-хавхалантарса пурăнаççĕ.

Çемйи йышлă, туслă. Хăйсем çуратса ÿстернĕ тăватă ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ 11 мăнук парнеленĕ хисеплĕ мăшăра. Тата тăватă кĕçĕн мăнукĕ кил-çурта телей те ăшăлăх кÿреççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика