Иртнĕ эрнере районта ĕçлĕ çулçÿревпе Чăваш Республикин Юстици ĕçĕсемпе тимлекен патшалăх службин ертÿçи Дмитрий Сержантов пулнă.
Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Андрей Тихоновпа тĕл пулнă, социаллă хÿтлĕхсĕр граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ кÿрес, пĕрлĕхлĕ регистра кĕртме муниципаллă нормативлă право акчĕсене вăхăтра тата туллин тăратас, ку документсен пахалăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă.
Дмитрий Сержантов район Пухăвĕн тата Вăрнар хула поселенийĕн депутачĕсемпе, райадминистраци ĕçченĕсемпе те канашлу ирттернĕ.
Ытти çивĕч ыйтупа пĕрлех калаçу коронавирус сарăлнин кăтартăвĕсем пирки те пынă. Пурте лару-тăру юлашки вăхăтра ансат маррипе килĕшнĕ. Ырă мар «ÿкерчĕке» ылмаштарас шанăç пур – май килнĕ таран ытларах çыннăн вакцинациленмелле, ушкăнлă иммунитет тумалла. Дмитрий Сержантов тĕрлĕ сас-хурана сирмеллине, çынсем патне прививка хăрушсăрлăхĕ çинчен тĕрĕс информаци çитермеллине палăртнă.
Аса илтеретпĕр: районта коронавирусран прививка тумалли икĕ пÿлĕм ĕçлет% район больницинче тата «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн базинче. Вĕсен йышăнаслăхĕ – талăкра 220 вакцинаци.
Ноябрь 2024 |