Пĕрремĕш пулă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.08.2021, 09:40 Просмотров: 179

Ман асатте – хастар пулăçă. Мĕн тĕрлĕ вăлта, çекĕл, илĕртмĕш çук пулĕ унăн! Пурте ку енĕпе вăл профессионал пулнине пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв хĕрринчен киле пĕрре те пулăсăр таврăнман.

Асаттене эпĕ темиçе те мана пĕрле илме ÿкĕтлерĕм. Тинех çак кун çитрĕ. «Пуçтарăн», – терĕ вăл мана. Чупкалама тытăнтăм – пĕрле мĕн илмелле-ши тетĕп. Эп хыпкаланнине курсан асатте кулса ячĕ, пулла кайма пĕтĕмпех пуçтарнине, çула ыран ирпе ирех тухассине пĕлтерчĕ.

Хумханнипе час çывăрса каяймарăм. Асатте мана сĕм тĕттĕм вăхăтра вăратрĕ. Кÿлĕ хĕррине çитнĕ çĕре кăшт çуталчĕ. «Кунта яланах туртать», – терĕ асатте. Вăл çекĕл çине ăмана тăхăнтартма пулăшрĕ. Шывра ишекен поплавок çине куç илмесĕр пăхатăп, хама вара чăн-чăн пулăç пек туятăп.

Анчах та пĕр вырăнта нумай ларма тиврĕ. Пулă вăлтана çакланасшăн пулмарĕ. Урăх çĕре куçрăмăр. Ку та пулăшмарĕ. Эп ывăнса çитрĕм ĕнтĕ, çывăрас килсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртен ман поплавок туртăнчĕ те шывра çухалчĕ. «Туртать!» – кăшкăрса ятăм эпĕ, çурма çывăракан пулăçсене вăратса. Вăлтана туртса кăлартăм. Ман пĕрремĕш пулă – ал тупанĕ пысăкăш уланкă!

Асаттене вара ăнмарĕ. Вăл мăкăртата-мăкăртата апата улăштарчĕ, илĕртме тесе шыва пăрахрĕ, анчах та ăна пĕр пулă та лекмерĕ. Эпĕ вара мăнаçланатăп! Çывăрас килни йăлтах иртсе кайрĕ, пулăра тата çур кун ларма хатĕрччĕ. Анчах та киле пуçтарăнма вăхăт çитрĕ.

Асанне пĕртен-пĕр пулла асатте мар, эпĕ туртса кăларнинчен тĕлĕнчĕ. Уланкăна Барсик кушак аçи хаваспах çирĕ.

Çакăн хыççăн хама чăн-чăн пулăç тесе шутларăм. Анчах та асатте мана урăх пулла илмерĕ. Мĕншĕн-ши?

Дарья Жебелевская,

6-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика