Коронавируспа чирленисен диспансеризаци тухмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.08.2021, 09:41 Просмотров: 191

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен РФ Правительствин июнĕн 18-мĕшĕнчи 927-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн граждансен диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли йĕркене хăшпĕр хушусем кĕртнĕ.

Унта çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирленисене тĕплĕ диспансеризаци витĕр кăларассине палăртнă.

Приоритетлă ушкăнри пациентсен йышне пĕр вăхăтрах темиçе тĕрлĕ чирпе чирлекенсем (шала кайнă чирсем пĕрререн нумайрах пулсан) тата коронавируспа аптăракансем, шала кайнă чир çук, çапах COVID-19 чире ирттернисем тата шала кайнă 1 чир пуррисем кĕреççĕ.

Коронавируспа чирлесе ирттернĕ граждансен диспансеризацин тата профтĕрĕслевĕн тĕпчевĕсен списокне анлăлатнă. Халĕ диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче чи малтанах çаксене пурнăçлаççĕ%

- юнри кислород çăралăхне (сатураци) виçеççĕ;

- 6 минут уттарнă хыççăн сатураци тăваççĕ, пациентăн хăçан сывлăш пÿлĕннине, шыçăнчăклăх хăçан палăрнине сăнаççĕ;

- спирометри тĕрĕслевĕ ирттереççĕ;

– пĕтĕмĕшле юн анализне тĕрĕслеççĕ;

– юнăн биохимилле анализне илеççĕ;

– юнри Д-димер концентрацине палăртмалла;

– кăкăр кăшкарĕн органĕсене рентген пăхаççĕ (енчен те маларах çулталăк хушшинче тĕрĕслемен пулсан).

Кăтартусем алăра пулсан 2-мĕш тапхăрта çак тĕпчевсем хушăнаççĕ%

– эхокардиографи тумалла (сатураци 94 процент е унран та пĕчĕкрех пулсан, 6 минут утнă чухнехи тест кăтартăвĕсем тăрăх);

– юнри Д-димер концентрацине палăртнă хыççăнхи кăтартусем тăрăх урари венăсене тĕрĕслеççĕ.

Тĕплĕ диспансеризацин тĕрĕслевĕсем тăрăх гражданинăн шала кайнă инфекциллĕ мар чир тупăнсан тата вăл çĕнĕ коронавирус чирне пула аталаннă пулсан, çынна диспансер урлă сăнаса тăраççĕ. Анализсене тĕрĕслесе тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ.

Ковидпа чирленисене тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухма чĕнетпĕр. Хамăр сывлăхшăн тăрăшмаллах, диспансеризаци ку енĕпе пысăк пулăшу кÿрет.

Аса илтеретпĕр: 40 çултан иртнĕ ĕçлекен çынсене çулталăкра пĕр кун профилактика тĕрĕслевĕ е диспансеризаци тухма кану кунĕ параççĕ. 18–39 çулсенчи ĕçлекен çынсен хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес тесен 3 çулта пĕрре кану кунĕ илме пултараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика