«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнче тимлекенсен 30 проценчĕ – 35 çултан кĕçĕнрех. Предприятире пĕтĕмпе 760 çын вăй хурать, вĕсенчен 233-шĕ – çамрăк специалистсем.
Завод çамрăксемшĕн илĕртÿллĕ пулни кунта кадр аталанăвĕн ĕç-хĕлне тĕллевлĕ тытса пынипе çыхăннă.
Шалу тăнăçлă пулни те, уйрăмах çамрăксемшĕн, витĕм кÿрет, вăл регионти вăтам ĕç укçинчен пысăкрах – кăçалхи çур çулта 47 пин тенкĕпе танлашнă. Кунсăр пуçне, социаллă пакетпа тивĕçтереççĕ, ун шутне ирĕклĕ медицина страхлавĕ, апатланушăн тÿлени тата пурнăçри лару-тăрусене кура укçа-тенкĕпе пулăшни кĕрет.
Професси тĕлĕшĕнчен ÿсме пултарнине те шута илеççĕ çамрăксем. Предприяти персонала вĕрентес ĕçе çулсерен 3 миллион тенке яхăн хывать. Хăшпĕр кадр позицийĕпе сотрудниксене аслă вĕрентÿ заведенийĕсенче предприяти шучĕпе тĕллевлĕн вĕрентессине практикăна кĕртнĕ.
Заводăн персоналпа ĕçлекен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ĕç рынокĕнче тĕп профессисемпе специалистсем çителĕклех, анчах та электротехника, хими, КиПиА направленийĕпе кадрсем тупассипе хăшпĕр йывăрлăх пур. Çак тĕллевпех Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕн вĕрентÿ заведенийĕсемпе пĕрлешсе ĕçлет. Тĕпрен илсен – И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе тата Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕпе. Предприятие килекен çамрăксем хальхи йышши технологисене çăмăллăн алла илме пултараççĕ, мĕншĕн тесен кунта производство линийĕсене, логистика объекчĕсене çĕнетсех тăраççĕ, автоматизацилеççĕ тата цифровизацилеççĕ.
Вăтам тата аслă звено ертÿçисем коллективрах ÿсеççĕ, çавна май управлени кадрĕсен резервĕ тăтăш улшăнса тăрать. Сăмахран, кăçал заводăн пысăк тоннажлă тĕп цехĕсенчен пĕрне ертсе пыма 28-ти Роман Волкова çирĕплетрĕç. Вăл хăйĕн ĕç-хĕлне электромонтертан пуçланă, хыççăн юсав мастерĕ, цех механикĕ пулнă. Чăваш ен промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Иванович Попов хăй пенсие кайиччен унра темиçе çул хушши ертсе пырас ăсталăха тата професси опытне хыврĕ.
Çĕнĕ вырăнта ĕçлеме пуçличчен адаптаци тапхăрĕ витĕр тухассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ĕç килĕшĕвне алă пусиччен кашниех заводăн Ĕç Мухтавĕн музейĕпе, предприяти историйĕпе, коллективра çирĕпленнĕ йăласемпе, компани хаклăхĕсемпе паллашать, çынлăха, тĕрĕслĕхе, профессионализма, яваплăха мала хурассине ăша хăвать. Хăй тĕллĕн ĕçе пуçăниччен çĕнĕ çын 14 смена таран наставник пулăшнипе ĕçлевĕн тĕрĕс те хăрушсăр мелĕсене хăнăхать, хыççăн завод комиссийĕ умĕнче экзамен тытать. Специалист тата ертÿçĕ должноçне кĕрекенсемшĕн тĕрĕслев тапхăрĕ 2–3 уйăхпа танлашать.
Çамрăксене коллектива хăнăхма заводăн Çамрăксен канашĕ те пулăшать. Вăл тĕрлĕ ăмăртусем, пĕрлехи канусем, творчество конкурсĕсем йĕркелет, республикăри фестивальсене хутшăнать.
Завод ĕçченĕсем бассейна, фитнес-центра çăмăллатнă условисемпе çÿреççĕ. Çемьесене пулăшасси те йăлара. Енчен те кунта тимлекенсен ача çуралчĕ-тĕк, предприяти пĕр хутчен 100 пин тенкĕ тÿлет. Енчен те ашшĕ те, амăшĕ те заводра вăй хураççĕ пулсан, тÿлев виçи икĕ хут ÿсет – 200 пин тенкĕпе танлашать.
Предприяти кадр ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать, ку – тăнăçлă аталанăвăн тĕп никĕсĕ.
Людмила ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |