Аграрисем уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ. Хальлĕхе пĕрчĕллĕ культурăсене пĕтĕмпе 18218 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Ку вăл планăн 94 проценчĕ. Хуçалăхсен пÿлмисене 34 пин тоннăна яхăн тырă кĕнĕ. Тухăç пĕлтĕрхи шайран самай пĕчĕк – 18,4 центнер. «Юнтапа» кооперативра, «Семеновод» агрофирмăра, Алексей Фадеевпа Вера Дмитриева фермерсен хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ-ха.
Хăшпĕр культурăсем пиçсе çитейменрен вĕсене каярах пухма тухмалла. Акă, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн 500 гектар тĕшĕлĕх кукуруза, «Луч» кооперативăн 60 гектар хуратул вырмалла.
Пулас тухăçăн уйĕсенче кунĕпех ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхсем 4454 гектар кĕр тырри акнă, çав шутра тритикале – 50 гектар, ыраш – 370, тулă – 4034 гектар. Палăртмалла, çĕртме сухи 4500 гектар тунă.
«Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче те техника кĕрлевĕ илтĕнме тытăнчĕ. Александр Аврамов фермер хуçалăхĕнче çĕрулми 4 гектар кăларнă. «Мураты» кооперативăн ял хуçалăх машинисем хăватлă пулнине çирĕплетмелле. Кĕске хушăра «иккĕмĕш çăкăр» уйĕн лаптăкĕ 20 гектар пушаннă. Хастар хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Кунта обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли кукурузăран пахалăхлă силос та çителĕклĕ янтăлама ĕлкĕрнĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |