«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине 50 пин ытла сĕнÿ кĕнĕ. Партин регионти уйрăмĕн XXXI конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕнче программăна çирĕплетнĕ. Унпа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кандидачĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнĕç.
Программăна республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Вĕсене партин йышăну пÿлĕмĕсем, социаллă сетьсем урлă, кандидатсем йĕркеленĕ тĕлпулусенче пухнă. Пурĕ 50 пин ытла пуçару килнĕ. Вĕсем республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев конференцире тухса калаçнă май программа хальхи вăхăтра республика Правительстви тытса пыракан çул-йĕрпе пĕр килнине палăртнă. Суйлав хыççăн республика ертÿлĕхĕ «анлă правительство» йĕркелес тĕллевлĕ. «Эпир халĕ ĕçе кĕртекен проектсене пĕрле хатĕрленĕ. Çакăн евĕрлĕ ĕçсене пĕрле хутшăнса федераци çĕнĕлĕхĕсене те, федераци Правительствин пулăшăвне те шута илетпĕр. Çавна май эпир çак майсемпе ăнăçлă усă курма, чи кирли – вĕсене ĕç тухăçлăхне ÿстерме шайлаштарса пыма пултаратпăр», – тенĕ Олег Алексеевич.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнмалли парти программине пуринчен малтан йышăннă. Унта республикăра пурăнакансен вун-вун пин сĕнĕвне кĕртнĕ. Ытти парти – Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне хутшăнма вуннăн регистрациленнĕ – суйлавçăсем умне федераци программпе тухаççĕ. Акă «Тĕрĕс Раççей – Тĕрĕслĕхшĕн» парти тĕрĕс база тупăшĕн шухăшне ырлать. Коммунистсем суйлавçăсене «Халăх влаçĕ патне 10 утăм» сĕнеççĕ. Либерал-демократсем пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене ÿстерессишĕн тата Совет Союзĕн пулнă территорисене тавăрассишĕн тăрăшаççĕ.
Ноябрь 2024 |