Эвакуаципе килнисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.09.2021, 09:49 Просмотров: 189

Нимĕç фашисчĕсен çарĕсен планпа 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса кĕрсе темиçе уйăхранах Ленинграда парăнтармалла пулнă. Июль пуçламăшĕнчех çак хуларан мирлĕ çынсене çĕршывăн Хĕвелтухăç облаçĕсене илсе кайма пуçланă. 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче тăшмансем хулана тавралла хупăрласа илнĕ. Нимĕç çарĕсемсĕр пуçне кунта Финлянди, Испани, Итали тата ытти Европа çĕршывĕсен çарĕсем Ленинград хулине блокадăна илнĕ çĕре хутшăннă. Хулан çурçĕр енче Ладога кÿлли урлă çеç шыв транспорчĕпе тата хĕллехи вăхăтра пăр шăнсан машинăсемпе хулана пурăнма кирлĕ таварсем турттарма пултарнă. Çак «пурнăç çулне» те тăшман тупăсенчен персех тăнă, самолетсем бомбăсем тăкнă. Апат-çимĕç çитменнине пула Ленинградра хăрушă выçлăх пуçланнă, хĕлле вара сивĕ аптратнă. 872 кун хушши пынă Ленинград блокади, анчах та мăнаçлă хула тăшмана парăнман.

Блокада вăхăтĕнче çав тери йывăр условисем пулнă пулин те халăха эвакуацилеме чарăнман. Ленинград ункинчен вара чи малтан пĕчĕк ачасене илсе тухма тăрăшнă.

Çăлăннă çынсен пĕр пайĕ поездсемпе Чăваш Республикине те çитнĕ. Ленинградран эвакуаципе килнĕ çынсене хуласенчи тата ялсенчи çынсем патне тата ача çурчĕсене вырнаçтарнă. Çак тапхăр çинчен «Тăван ялăм Кивçурт Енĕш» кĕнекере ун авторĕсенчен пĕри – Николай Алексеев (хăй çав вăхăтра 7–8 çулта пулнă) çапла çырса хăварнă%

«Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн яла Ленинградран эвакуаципе икĕ çемье килнĕ – Верзиловсем тата Зайцевсем. Вăл вăхăтра ял Совет председателĕнче ĕçленĕ Мефодий Павлович Верзиловсен çемйине Григорий Ильинсем, Зайцевсене Матвей Ильинсем патне вырнаçтарнă. Юлашкисем пирĕнтен икĕ кил урлă анчах пурăннăран вĕсене лайăх астуса юлнă. Амăшĕсĕр пуçне вĕсен икĕ ачаччĕ% Зоя тата Саша. Зоя 8–9 çулта. Саша пирĕнтен пĕр-икĕ çул кĕçĕнрех. Вĕсем чăвашла, эпир вырăсла пĕлмен пулин те часах туслашрăмăр. Эпир, ялти пир йĕмпе тата çаруран чупакансем, вĕсем хитре тумтир, пушмак тăхăннине ăмсанса пăхаттăмăр. Вĕсем мĕнле нушаланса çÿренине ăнланман ĕнтĕ. Ленинграда блокадăран кăларсан вĕсем каялла таврăнчĕç. Эпир вĕсенчен вырăсла вĕренсе юлтăмăр. Уйрăмах Матвей Ильинăн кĕçĕн хĕрĕ, Елюк, вырăсла такмаксем калама хăнăхрĕ. Эвакуаципе килнисемпе чылай çул çырусем çÿретрĕмĕр, кайран вара çыхăну çухалчĕ».

Эвакуаципе килнĕ çăмăл мар шăпаллă çынсене пирĕн ентешсем, вăл вăхăтра хăйсен те пурнăç çăмăл пулман пулин те, май пур таран пулăшма тăрăшнă.

Чăнах та, вăрçă вăхăтĕнче совет халăхĕ пĕрле тата пĕр шухăшлă пулнипе çеç хаяр тăшмана çапса аркатма пултарнă. Ун чухнехи халăхсен пĕр-пĕрне йывăрлăхра пулăшасси пирĕншĕн тата пулас ăрусемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Кивçурт Енĕшри музей директорĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика