Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илнĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çÿреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртнĕ. Чăваш енре программа мĕнле пурнăçланĕ? Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă канашлура тишкернĕ.
Ăна 14–22 çулсенчи ачасемпе çамрăксене параççĕ. 2021 çулта картта балансĕ çинче – 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. Укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. Карттăпа музейре, театрта, концерт залĕсенче, филармонире, «Пушкин картти» проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕсенче билет туяннă чухне ятарлă терминалпа, вĕсене «шурă терминал» теççĕ, тÿлемелле.
Мероприятисен афишипе «PRO.Культура.РФ» порталта тата Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнчи «Культура» хушăмра паллашма пулать.
Программăна Чăваш Республикинчи 12 культура учрежденийĕ хутшăнать, 140 ытла культура мероприятийĕ (авăн, юпа уйăхĕсенчи репертуар, музейсенчи куравсем, экскурсисем, ăсталăх класĕсем) «PRO.Культура.РФ» порталта регистрациленнĕ. «Пушкин картти» программăна Чăваш енри 14–22 çулсенчи 105 пин ытла çыннăн хутшăнма май пур. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем культура мероприятийĕсене çÿресе 3 пин тенкĕ тăкаклама пултарĕç.
Ноябрь 2024 |