Нумай ачаллă амăшĕ пулма пĕрре те çăмăл мар. Вăй-хăвачĕ мĕн чухлĕ кирлĕ. Тата хĕрарăм çамрăк пулсассăн унăн юратнă мăшăрĕпе те, юлташĕсемпе те ытларах уçăлса çÿрес, пушă вăхăта кăсăклăрах ирттерес килет ĕнтĕ.
Тен, хăшĕ-пĕри йывăрлăха чăтаймасăр кун чухлĕ ачапча мĕншĕн çуратрăм-ши тесе шухăшлать пулĕ. Анчах та Вăрнарта пурăнакан 27 çулти Кристина Семенова хăйĕн тĕпренчĕкĕсем пирки сăмах пуçарсанах хавасланса кайрĕ.
– Çемье телейне ачасенче куратпăр, – терĕ Кристина Витальевна. – Пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнишĕн мăшăрăмпа савăнатпăр кăна. Вĕсен хаваслă кулли пÿрт-çурта тултарсан чун-чĕрере питĕ ырă. Кăмăл çĕкленÿллĕ.
Кристина Семенова çине пăхатăн та – унăн сăн-пичĕ çепĕçлĕхпе, юратупа тулнине асăрхатăн. Вăл амăшĕ пулма чăннипех тивĕçлĕ.
Анне вăл – пурнăç паракан чи хаклă та хисеплĕ çын. Çемье вучахне упракан. «Анне» сăмах кĕске пулин те, унта мĕн чухлĕ ырăлăх тата ăшăлăх! Анне этемĕн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хăйĕн ачисен телейлĕ кун-çулĕшĕн кунне-çĕрне уямасăр ырми-канми тăрăшать.
– Арина, Арсений тата йĕкĕрешсем Димăпа Даниил çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнччĕрех, – тет çамрăк амăшĕ.
Вăл хăй Упнерте, мăшăрĕ – Владилен Александрович – Уравăшра çуралса ÿснĕ. Иккĕшĕ те çемьере пĕччен çитĕннĕ. Çавăнпа та çамрăксем хăйсем нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ пулнипе питĕ кăмăллă.
Кристина Витальевна декрета тухиччен Раççей Перекет Банкĕн районти уйрăмĕнче тимленĕ. Паллах, ачасем садике çÿреме пуçласассăн каллех хăйĕн юратнă ĕçĕнче тăрăшĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |