Пирĕн çемье питĕ туслă. Эпир ĕçлеме те, кану вăхăтне те пĕрле ирттерме тăрăшатпăр.
Манăн аттепе анне, Татьяна Витальевнапа Александр Николаевич Михайловсем, «Рубикон» ятлă предприятие ертсе пыраççĕ. Вĕсем пире, Саша аппапа Миша пиччене, ачаранпах ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ. Юрă-кĕвĕпе те туслă пирĕн çемье. Пиччепе аппа Вăрнарти музыка шкулне пĕтернĕ. Эпĕ те 1-мĕш класранпах унта вĕренетĕп, юрлама питĕ юрататăп. Наталья Михайловна Валериановăпа Елена Алексеевна Сухарева преподавательсем вĕрентнипе тата пулăшса пынипе районта иртекен чылай мероприятире, концертсенче юрлатăп. Тата конкурссене хутшăнатăп, малти вырăнсене йышăнатăп.
Хамăн тăван шкулта та пуçламăш класра вĕренекен ачасем валли юрăсем юрласа, фортепианăпа выляса хамăн пултарулăхпа паллаштартăм. Ачасемпе вĕрентекенсем ман концерт вĕсене килĕшнине тăвăллăн алă çупса пĕлтерчĕç.
Кăçалхи çурла уйăхĕнче хама Чăваш Республикинчи пултаруллă ачасен базине кĕртни çинчен пĕлсен питĕ савăнтăм. Малашне те юрă-кĕвĕпе туслă пулса çынсене савăнтарас килет.
Тимофей Михайлов,
4-мĕш класс.
Ноябрь 2024 |