Мерăсене пăхăнмасан чир çулне мĕнле пÿлĕн?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.10.2021, 10:34 Просмотров: 661

Ковид тĕлĕшпе лару-тăру кунсерен çивĕчленсе пырать пулин те нумайăшĕ чир çине те, йышăннă мерăсем çине те алă сулнăн туйăнать.

Ал çинче, тута çинче...

Акă, маскăсенех илер. Кашни организаци алăкĕ çинче çулталăк çурă ытла ĕнтĕ хÿтĕлев мерисене пăхăнмалли пирки асăрхаттару хучĕсем çакăнса тăраççĕ. Уйрăмах лавккасенче, пасарта ку енĕпе çирĕплĕхе тивĕçтермелле пек, анчах та паян мĕн куратпăр-ха: маскăсене пурте тăхăнман, е вăл тутана кăна хупланă, е теприн алли çинче çакăнса тăрать... Кама улталатпăр-ха капла? Чи малтан – хамăра!

Чир хăрушлăхне куçпа курма çук. Статистика кунсерен ковид тупса палăртнисен йышĕнчен 8–10 проценчĕн чир пач симптомсăр пулнине кăтартать. Урăхла каласан, вĕсен чирне анализ пама тивнинчен кăна палăртнă. Кунашкаллисем пирĕн хушăра та çÿреме пултараççĕ-çке, вĕсем хăйсем сисмесĕрех ыттисене ертеççĕ. Теприншĕн вара чир питĕ те йывăр пулма, пурнăç хакне те тăма пултарать.

 QR-код кăтарт...

Çак сăмах çаврăнăшĕ икĕ эрне ытларах ĕнтĕ маскăсем пекех пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăчĕ.

Вĕсемсĕр паян культурăпа спорт, обществăлла апатлану учрежденийĕсене кĕрейместĕн. Анчах та тĕрĕслевсем мĕн кăтартаççĕ-ха? Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче ирттернĕ канашлура ку правилăна пур çĕрте те пăхăнманнине палăртнă: QR-кодсене паспортпа тĕрĕслемеççĕ, тепĕр çĕрте вĕсене ыйтмаççĕ те... Кунран та ытла япăхраххи, палăртнă Олег Алексеевич, вакцинаци сертификачĕсене сутнă тĕслĕхсем нумайланни.

– Кунашкал справкăсемпе усă курмалла мар, – сĕннĕ Олег Николаев. – Ку саккунсăр. Енчен те сирĕнне Ковид-19 тупсан, çумра вара суя сертификат пулсан ку яваплăх мерине йывăрлатать кăна.

Чăваш ен Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина ăнлантарнă тăрăх, мобильлĕ приложени сертификат суя пулнине тата пĕр сертификатпа пĕр вăхăтрах темиçе çĕре кĕнине тÿрех тупса палăртать.

Чи тĕрĕс утăм – вакцинациленни. Капла саккуна та хирĕçлемĕн, чир аллине çакланас çула та пÿлĕн.

Локдаун...

Çĕнĕ коронавируспа çак сăмах та пирĕн калаçăва час-часах кĕме тытăнчĕ. ,нертен Вăрнар районĕ те ун витĕмне лекрĕ.

Республикăри çичĕ районта тата икĕ хулара, вăл шутра Вăрнар районĕнче те, инфекци сарăласси тата ковидран çын вилесси ÿснĕ. Çавна май вĕсенче икĕ эрнелĕх «каникул» йышăннă. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ мар предприятисене ĕçлеме чарнă, обществăлла апатлану учрежденийĕсем апата илсе тухмалла е вырăна çитерсе памалла ĕçлеççĕ, предприятисенче тимлекенсене май пур таран дистанцилле формăна куçарнă. Медицина учрежденийĕсем эпидемие хирĕçле режимпа ĕçлеççĕ.

Октябрĕн 30-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 7-мĕшĕччен чарусем пĕтĕм республикипе сарăлĕç. Çак кунтан пысăк суту-илÿ центрĕсене хупĕç. COVID-19 FRE ZONE статус çук общепит заведенийĕсене ĕçлеттермĕç. «Каникул» вăхăтĕнче апат-çимĕç лавккисем, зоолавккасем, пĕрремĕшле кирлĕ тавар сутакан суту-илÿ объекчĕсем, аптекăсем, ветаптекăсем тата автозаправкăсем, çыхăну тивĕçтерĕвĕ тĕлĕшпе килĕшÿсем тăвакан специализациленĕ суту-илÿ объекчĕсем кăна ĕçлĕç. Татти-сыпписĕр цикллă, энергетика тата коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ те чарăнмĕ.

Унсăр пуçне, Чăваш ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çак тапхăрта библиотекăсен, архивсен, кинотеатрсен (кинозалсен), театрсен, театрпа концерт, культурăпа кану учрежденийĕсен, СПА-салонсен, массаж салонĕсен, солярисен, мунча-саунăсен, физкультурăпа спорт тата физкультура-сиплев объекчĕсен ĕçне чарнă.

«Çирĕплетнĕ мерăсен тĕллевĕ пĕрре çеç – халăхăн сывлăхне хÿтĕлесси тата тăнăçлăхне тивĕçтересси», – тенĕ регион пуçлăхĕ Олег Николаев.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика