Çамрăксене пулăшма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.11.2021, 09:01 Просмотров: 365

Районта çамрăк специалистсене пулăшу кÿме ятарлă фонд пулĕ – çак ыйтăва район Пухăвĕн депутачĕсем тунтикунхи ларура сÿтсе явнă.

Унта пĕрремĕшле хывăм вырăнне 2,5 млн тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Пулăшупа социаллă сферăра, вĕрентÿре, культурăра, спортра, сывлăх сыхлавĕнче, муниципаллă службăра тăрăшакансем усă курĕç. Программăна анлăлатас майсем те пур. Унта район экономикин тĕрлĕ отраслĕнчи предприятисемпе организацисем те хутшăнма, çамрăк ĕçченсене хавхалантарма фондăн суммине пысăклатма, пултараççĕ. Çапла майпа программăна кĕрекен специальноçсен списокĕ те анлăланĕ.

Программа условийĕсем тăрăх, 500 пин тенкĕ чухлĕ хавхалантару тÿлевне 35 çултан аслă мар 5 çамрăк специалист тивĕçмелле. Вĕсене конкурс йĕркипе палăртĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика