Çак йывăр вăхăтра та Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ район тĕп больницине тимлĕхсĕр хăвармасть.
Сиплев учрежденине 400 пин ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ материалсемпе тивĕçтернĕ, çав шутра 2 пиншер ытла хÿтĕлев комбинезонĕпе респиратор, 12 пульсоксиметр, дезинфекци тумалли 100 л раствор.
Завод директорĕ, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Васильевич Свешников медицина ĕçченĕсене коронавируспа кĕрешме çирĕп вăй-хал, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх суннă.
Район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин «Август» компанине тата Вăрнарти хутăш препаратсен заводне пандеми вăхăтĕнче тăтăшах пулăшнăшăн тав тунă.
Пĕлтĕр Вăрнар район тĕп больницине завод 900 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ хатĕрсемпе тата материалсемпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне, 2020 çулта предприяти сывлăх хуралĕнче тăракансене спонсорла пулăшу кÿме «Пĕрле» республика фондне 500 пин тенкĕ куçарнă.
Ноябрь 2024 |