Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу фер-ми çултан-çул сарăлсах пырать – иртнĕ эрнере, акă, 400 пуç вырнаçакан пăру витине хута янă.
Пĕлтерĕшлĕ мероприятие «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг президенчĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн аграри ыйтăвĕсемпе тимлекен комитечĕн председателĕ Алексей Шурчанов, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ОАО генеральнăй директорĕ Николай Аливанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов тата хăшпĕр ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăннă.
Агрохолдинг президенчĕ Юрий Попов пĕлтернĕ тăрăх, предприяти пĕр вырăнта тăмасть, ял хуçалăх отрасльне аталантарас ĕçе инвестицисем хывать.
Çулсерен агрохолдинг çĕнĕрен те çĕнĕ выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене хута ярать. Кăçал çĕкленĕ витене пăрусем 400 пуç мар, 440 пуç таранах вырнаçма пултараççĕ.
Малтикас Ялтăрари сĕт-çу ферминче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 5050 пуç, çав шутра ĕнесем – 2035 пуç. Кунсерен 40 тонна сĕт суса илеççĕ. Апат бази çирĕп, çавăнпа та предприятире сĕт суса илессине 50 тонна таран ÿстерме палăртаççĕ.
Юрий Алексеевич çирĕплетнĕ тăрăх, выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатни сĕт, аш-пăш производствине ÿстерет. Агрохолдинг малалла та аграри сферине инвестицисем хывĕ, мĕншĕн тесен тăрăшни тупăш кÿрет.
Сергей Артамонов вице-премьер кăçал республикăра АПК тытăмĕнче проектсене сахалрах пурнăçа кĕртнине пĕлтернĕ. Сăлтавĕ – строительство материалĕсем хакланни. Паллах, плана кĕртнĕ ĕçсене çитес çул туса пĕтерĕç. Республикăра 5 çул каялла çулталăкне пĕр ĕнерен 5 пин кг сĕт суса илнĕ, хальхи вăхăтра – 6,5 пин кг. Паллах, ăратлă хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах – 9 пин кг енне.
Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕнчи цифровизаци планĕпе те паллаштарнă. Вăл çавăн пекех ял хуçалăх отрасльне аталантарма патшалăх курăмлă тÿпе хывнине палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг йывăрлăхсене пăхмасăр сулмаклă утăмсемпе аталанса пынине çирĕплетнĕ. Аграри ыйтăвĕсемпе тимлекен комитет председателĕ Алексей Шурчанов та предприяти пирки ырă сăмахсем каланă.
Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие Калинино чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий атте те хутшăннă. Пăру витине уçас умĕн ăна сăвапланă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Ноябрь 2024 |