Чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.12.2021, 08:46 Просмотров: 413

1941 çул вăрçăн чи йывăр тапхăрĕ пулнă. Шартлама сивĕ тăнă, тăшман тапăнса килнĕ. Вăл вăхăтри лозунгсем – «Пĕтĕмпех фронт валли», «Пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли». Чăваш енре ĕçлеме пултаракансене пурне те Сăр хÿтĕлев чиккине çĕклеме мобилизациленĕ. Вĕсем хĕрарăмсем, çамрăк хĕрсемпе каччăсем тата аслăрах çулти арçынсем пулнă.

Эпир «Зима 41-го года – невидимый подвиг в тылу» çарпа истори реконструкцине хутшăнтăмăр. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесенчен чылайăшĕ Сăр хÿтĕлев чиккине тума пулăшнă. Маларах эпир вĕсен ячĕсене, портречĕсене, биографийĕсене тата асаилĕвĕсене пуçтартăмăр. Вăрçă вăхăтĕнчи çи-пуçа тăхăнтăмăр, урана тахçанах манăçа тухнă çăпата сыртăмăр.

Хÿтĕлев валли ăнăçлă вырăн суйланă. Сăр юханшывĕн чăнкă çыранĕсем хĕррипе траншейăсем, блиндажсем, дзотсем вырнаçтарнă. Çак сооруженисене 40 градусри шартлама сивĕре, ăшă тумтирсĕр, выçăлла-тутăлла, ăшăнса канмалли пÿлĕмсемсĕр çĕклеме пултарни чăннипех тĕлĕнтерет.

Елизавета Павловна Блинова асаилĕвĕсенчен: «Йывăр ĕç хыççăн эпир нумай чухне чăрăш лăссисем çине кайса ÿкеттĕмĕрччĕ те тултах çĕр каçаттăмăрччĕ. Халтан кайнипе ирхине те ура çинче тăрайман. Анчах ниме пăхмасăр вăй хумалла. Юрăсем юрласа ĕçлени хавхалану кÿнĕ, йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшнă». Кайран та çав вăхăтри юрăсене юрланă чухне куçĕ шывланнă тыл ĕçченĕн.

Кăмпалта пурăннă Анна Лаврентьевна Лаврентьева асаилĕвĕсенчен: «Çире пурри пиллĕкмĕш уйăх пулин те, Сăр юханшывĕ хĕррине окопсем чавма илсе кайрĕç. Икĕ эрнере пĕр хут ялтан лавсем килнĕ. Ачасем пирки ыйтсан: «Тăрпаран тĕтĕм тухать», – пулнă хурав. Апла пулсан вĕсем чĕрĕ-сывă». Килĕнче вунпĕрти, çиччĕри тата икĕ çулти ачисем юлнă. Çуратма вăхăт çитсен çеç ăна йывăр ĕçрен хăтарнă. Пăрачкав районĕнчи пĕр ялта хĕрарăма çăмăлланма пулăшнă. Тин çеç çуралнă ачине чĕркесе йăтнă та килне çуран утнă Анна Лаврентьевна.

Мăшăрĕ 1943 çулта Псков облаçĕнчи Великолукск районĕнче пуçне хунă. 28 çулта тăлăх арăм пулса юлнă. 4 ачине пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Кĕçĕн хĕрĕ 79 çулта, Элĕк салинче пурăнать.

Асаилÿсем нумай. Эпир вĕсене пуçтаратпăр. Чăваш халăхĕн паттăрлăхне, чун хавалне, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене-сывлăхĕсене шеллемесĕр ĕçленине эпир яланах асра упрама, асаилÿсене ăруран ăрăва куçарма тивĕç.

Чăваш халăхĕн ĕçри паттăрлăхне мухтав!

Виктория ЛЕОНТЬЕВА,

Калининăри вăтам шкул, 10-мĕш класс.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика