Вăрнарти «Шанс» пасарĕ çумĕпе Севернăй тăкăрлăкалла каякан çулпа çÿреме каçхи вăхăтра шиклĕ пулнине поселокра пурăнакансем пĕрре мар пĕлтернĕ.
Халăх шухăшне шута илни пĕлтерĕшлĕ. Район ертÿлĕхĕ ку çитменлĕхе пĕтерме экономика ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ гранта – 85 пин тенке яма тата район бюджетĕнчен 177 пин тенкĕ уйăрма май тупнă.
«Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем Рифкат Киметов директор ертсе пынипе çутă юписене кĕске вăхăтрах вырнаçтарса пĕтерчĕç. «Çутă аллейи» туни мĕн тери аван!» – теççĕ, акă, Севернăй тăкăрлăкра пурăнакансем. Вĕсен савăнăçне ăнланма пулать – çутă хăтлăлăх никĕсĕ-çке.
Кунти ĕçсем пирки «Çĕнтерÿ çулĕн» Инстаграмри страницинче (putpobedy21) вырнаçтарнă хыпар ытти çĕрте пурăнакансен ыйтăвĕсене хускатма та май пачĕ. Упнер çынни, акă, ĕç кунĕсенче хăйсен ялĕнче час-часах çутă сÿннишĕн пăшăрханса çырчĕ. Ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Геннадий Арбузовпа телефонпа çыхăнтăмăр. Вăл çутă сÿнтернине электролинисем çинче юсав ĕçĕсем ирттернипе тата вăйлă çилсен витĕмĕпе çыхăнтарчĕ, ытти вăхăтра ку енĕпе кăлтăксем пулманнине пĕлтерчĕ.
Мăньял Хапăсра та хĕллехи вăхăтра çак ыйтăвах çивĕч пулнине пĕлтерчĕ пĕр подписчик. «Пăралуксене тĕрĕслемелле мар-и;» – ыйтнă çавăн пекех вăл. Вăрманкас ял поселенийĕн пуçлăхĕ Иван Афанасьев электричество çил-тăвăллă çанталăксенче тата сетьсем çинче юсавпа монтаж ĕçĕсем пурнăçланă чухне кăна сÿннине каларĕ.
«Шанс» пасарĕ çывăхĕнчи çуран çын каçми тĕлĕнче пĕртен-пĕр лампăна улăштарма май çук-и; Вăл вылянса кăна ĕçлет», – тенĕ, акă, тепĕр автор. Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Алексей Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, ку ыйтăва тимлĕхе илнĕ, «Энергостроймонтаж» организаци çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |