Çакăн пек калас килет пĕлтĕр черетлĕ хут Белорусси çĕрĕ çине çитсе курни пирки. Май уйăхĕнчех, Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне, иртнĕ пулин те ку тĕлпулу, мĕн çулталăк тăршшĕпех чуна ăшăтса пычĕ.
2021 çулăн тĕп палли вырăнне юлчĕ. Паттăр салтаксене, пирĕн аттесене, тăванла белорус халăхĕ тивĕçлипех сума суни савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Тепĕр чухне хамăр ентешсем те астăвăма кирлĕ пек упрама пĕлменни курăнать. Белоруссем вара паянхи мирлĕ пурнăçшăн камсем умĕнче парăмра пулнине манмаççĕ.
Çĕнтерÿ кунне уявлама мана Дубровенски районĕн исполкомĕ чĕннĕччĕ. Унчченхи çул, коронавирус пандемине кура, инçе çула тухма шиклентĕм. Пĕлтĕр йыхрав илсен вара Белоруссие пурпĕрех çитсе килес терĕм, хисеплĕ аттен, Мануил Гречко командирăн, вилтăприйĕ умĕнче пуç тайма тĕллев тытрăм. Ăна пурнăçлама вăй çитернишĕн питĕ хĕпĕртетĕп.
Çак çулсенче çывăх тăван пекех пулса тăнă белорус çыннисем мана яланхиллех çăкăр-тăварпа, ăшшăн йышăнчĕç. Çирĕплетсех калама пултаратăп: пĕлеççĕ вĕсем хăнасене кĕтсе илме. 1965 çултанпах, атте паттăрла пуçне хунă вырăна шыраса тупнăранпа, çыхăну тытатăп Дубровенски районĕнче, уйрăммăн илсен Боброво ялĕнче, пурăнакансемпе. Питĕ ырă, уçă кăмăллă çынсем. Вăрçăн асаплă çулĕсенче кунти халăх мĕнле тертленни, фашистсем ачасемпе ватăсене чĕррĕн çунтарни паянхи кун та манăçмасть. Çавăнпа ĕнтĕ тăван çĕре ирсĕрсенчен тасатнă хăюллă салтаксем, вĕсем хăш нацине пăхмасăрах, кашниех хисепре.
Хальхинче мана Боброво салинче тĕлĕнмелле парне кĕтрĕ. Вăрçăра юн тăкнă 3 пин енне çар çыннишĕн тăванла вилтăпри пулса тăнă Астăвăм палăкне çĕнетсе илемлетнĕ иккен. Ун çумĕнчи стендсем çинче – кашни паттăрăн ячĕсем тата званийĕсем. Мĕн тери телей пулчĕ маншăн, ку тăрăхра çапăçнă командирăн хĕрĕшĕн, çакнашкал чыслава курма.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг та мăнаçлăн иртрĕ. Чи çÿллĕ шайра. Белорусси ирĕклĕхĕшĕн пурнăçĕсене шеллемен салтаксен вилтăприйĕ умĕнче район ертÿлĕхĕ, мĕнпур ял çынни, пысăк хăнасем пуç тайрĕç.
Эпĕ те Белорусси халăхне чунтан тав турăм. Çĕнтерÿçĕ-ăрăва тивĕçлĕн асра тытнишĕн, çамрăксене вĕсен тĕслĕхĕпе воспитани панишĕн...
Хаклă аттеçĕм ячĕпе улмуççи те лартса хăвартăм. Иккĕленместĕп, ытти çĕр-çĕр йывăçпа пĕрле çулсем иртсен кунта Астăвăм сачĕ вăй илсе ешерĕ.
Н.ГРЕЧКО,
ĕç ветеранĕ, запасри офицер, писатель, журналист, поэтесса.
Ноябрь 2024 |