Ялта культура пурăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:14 Просмотров: 501

Çакна эпĕ иртнĕ çул Çĕрпелте пулнă хыççăн чĕрепе туйса илтĕм

Хам Мускав облаçĕнче пурăнатăп. Кĕркунне тăвансем патне Çĕрпеле килнĕччĕ. Пĕлĕшсем мана ку салара нимĕн те курмалли çук тесе пĕлтерчĕç. Анчах та эпĕ каçхине пурпĕр уçăлма тухас терĕм. Культура çурчĕ умĕпе иртнĕ чух музыка сасси илтĕнчĕ. Кĕтĕм унта. Çамрăксем питех нумаййăн мар, анчах та дискотека пырать. Ташлакансене сăнакаланă хыççăн культура çурчĕн ертÿçине Надежда Ванюшинана куртăм.

– Ку ялти пĕтĕм хаваслăх-и? – терĕм.

– Мĕншĕн; Пирĕн музей-галерея та пур, – хуравларĕ вăл.

Иккĕленнĕрен шÿтлесе кăтартма ыйтрăм. Вăл кăтартрĕ çеç мар, манпа экскурсиех ирттерчĕ, картинăсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Шыв ĕçме ыйтсан, чей сĕнчĕ. Кун пекки манпа унччен пулманччĕ, çавăнпа та питĕ тĕлĕнтĕм.

Ку ĕç шăматкун пулнăччĕ. Тунтикун ирпе уçăлса çÿренĕ май клуба çынсем чылаййăн кĕнине асăрхарăм. Эпĕ те чăтса тăраймарăм. Кĕтĕм те хама ачалăх тĕнчине таврăннăн туйрăм. Хаваслă юрă вылять. Ачасем чăваш тумĕсем тăхăннă. «Мĕнле уяв?» – ыйтрăм пĕринчен. «Надежда Николаевна пире тĕрлеме вĕрентет», – терĕ вăл. Тĕрĕ «урокне» кăмăлласа сăнарăм.

Çакăн хыççăн Çĕрпел салипе чун пушшех те çывăхланчĕ. Кунта татах та татах таврăнас килет.

Район хаçачĕ урлă Надежда Николаевна Ванюшинана ялти культура вучахне сÿнме паманшăн, ял çыннисемшĕн, ачасемшĕн ĕçленĕшĕн, хама килĕшнĕ кăсăклă экскурсишĕн чĕререн тав тăватăп.

Илларион РОДИОНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика