Ăнланнишĕн тавах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:14 Просмотров: 490

Инвалидсен обществин вырăнти уйрăмĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çынсене пĕр шухăшлă пĕрлĕхе пуçтарать. Вĕсен пурнăçне интереслĕрех тума тăрăшать, тĕрлĕ ĕçсемпе-мероприятисемпе кăсăклантарать. Хÿтлĕх кирлĕ çынсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшассипе те тимлет.

Организаци ĕç-хĕлне пурнăçласа пыма район администрацийĕ мунчапа прачечнăй комплексĕн çуртĕнче пÿлĕм уйăрса пачĕ. Анчах кабинета йышăниччен, унта тахçанах юсав ĕçĕсем пулманнине кура, хăтлăх кĕртессипе тăрăшма пикентĕмĕр. Паллах, инвалидсен обществин хăйĕн укçи-тенки çукки чăрмав кăларчĕ. Пулăшу ыйтса «Звездопад» общество директорĕ Владимир Яковлев патне тухрăмăр. Тавах, Владимир Сергеевич пирĕн йывăрлăха ăнланчĕ, чĕре çывăхне йышăнчĕ: тĕплĕ юсав валли строительство материалĕсемпе тивĕçтерчĕ. Çĕнелнĕ пÿлĕмре халĕ питĕ хăтлă: пĕрле пухăнса калаçма та, ĕçлеме те кăмăллă.

Инвалидсен обществин вырăнти уйрăмĕ Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхне Андрей Владимирович Тихонова, «Звездопад» организаци ертÿçине Владимир Сергеевич Яковлева хевтесĕр çынсен ыйтăвĕ-нушисене ăнланнăшăн, яланах пулăшу аллине тăсма хатĕрришĕн тав тăвать. Çĕнĕ çулта çирĕп сывлăх, ăнăçу, пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Л.НИКОЛАЕВА,

общество председателĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика