Çĕнĕ лауреат – Улькка Эльмен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.01.2022, 09:16 Просмотров: 452

– Хăвăрăн пĕр-пĕр хайлавăра хаçатра пичетлеме параймăр-ши; – çыхăннăччĕ виçĕмçул Ольга Геннадьевна Куликовапа (Улькка Эльменпе) телефонпа. Хирĕçлемерĕ паллă писатель, электронка çине хыççăнах «Анне çăкри йÿçĕхмест» калавĕ «вĕçсе» те çитрĕ.

Надежда Ивановнан шăпи «Çĕнтерÿ çулне» вулакансен чĕрине тÿрех кĕрсе ларни аванах сисĕнчĕ. Хаçат типографирен «пиçсе» те тухман – редакцине вара малтанхи кунах ыранхи номере ыйтма пĕри те тепри килсе тăратчĕç. «Малалла мĕн пулать-ши, питĕ пĕлес килет», – теççĕ хăйсем.

Чăннипех те тыткăнларĕ, шухăшлама хистерĕ калаври тĕп сăнарăн кун-çулĕ. Юнашар пурăннă юратнă çынни, ачисен ашшĕ ăна ĕмĕр тăршшĕпех улталаса пурăннă иккен... Анчах та автор Надежда Ивановнана телейсĕр хăвармасть – ăна пурнăç çулĕпе малалла çирĕп утма, ĕмĕтсене шанма вăй-хал парать...

Пĕлтĕр каллех çыхăнтăм унпа: «Сирĕн «Анне çăкăрне» вулакансем хапăлласа йышăнчĕç, тен, вĕсене тепĕр хайлавпа савăнтарăр;» – терĕм. Калаçу ун произведенийĕсем çине куçрĕ. Ольга Геннадьевна вулакансенчен нумай шăнкăрав илет. Çырусем, хăйсем çинчен çырма ыйтнисем, пĕр сунтăх пулнине пĕлтерчĕ. Красноармейски районĕнчи тĕлпулура, акă, пĕр хĕрарăм Улькка Эльменрен «Упраймарăм сана» повеçе эсир йăлтах ман çинчен çырнă, ман пурнăç пирки ăçтан пĕлетĕр;» тесе ыйтнă иккен. Кунашкал тĕслĕхсем пĕрре çеç мар. Кăна Ольга Геннадьевна çапла ăнлантарчĕ: произведенисен сюжечĕсем йăлтах пурнăçран, сăнара уйрăм çыннăн мар, темиçе çыннăн пуçтаруллă кун-çулĕ хывăннă.

Паллах, чи пĕлтерĕшли – писатель хăйĕн калав-повеçĕнчи кашни сăмахĕпе, сăнарĕпе вулакана тыткăнлани. «Ылхансăр куççулĕ» калавăн тăсăмне те хаçат тусĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула ун пайне страницăра лартма май килместчĕ те – тÿрех шăнкăравлатчĕç: «Мĕншĕн пичетлемен-ши; Кĕтетпĕр-çке», – тетчĕç. Чăн та, Галинăн тумхахлă кун-çулĕ те чунсене хумхатрĕ. Кашниех хĕрхенчĕ ăна. Анчах та автор ун пурнăçĕ урлă пире кирек мĕнле лару-тăрура та шанăçа çухатмалла маррине, малалла, ачасемшĕн пурăнмаллине ăнлантарчĕ...

Мĕншĕн аса илтĕмĕр-ха паян Улькка Эльменĕн калавĕсене; Ăнсăртран мар – вулаканăн чĕри варрине кĕрсе ларнă хайлавсем çыравçăна районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ çирĕплетнĕ А.Емельяновăн премийĕн лауреачĕ пулса тăма май пачĕç. Кăçалхи ку пулăм уйрăмах пĕлтерĕшлĕ – пирĕн ентеш, чăвашсен паллă прозаикĕ, очеркисчĕ, чăваш халăх писателĕ Анатолий Викторович Емельянов çуралнăранпа январĕн 10-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, Ольга Куликова ăна лайăх палланă, пĕлнĕ.

– Чи малтанхи хут унпа «Çĕнтерÿ çулĕн» редакцийĕнче тĕл пултăмăр. Питĕ сăпайлă, хăйне мăнна хумасăр калаçать. Мĕн çырнипе кăсăкланчĕ. Эпĕ ун чухне кĕске калавсем кăна хайлаттăм. «Малалла та çыр, сан лайăх пулать» тесе хавхалантарчĕ вăл ун чухне. Мана вăл хăй пысăк, сумлă çынсем хушшинче çÿренĕ пулин те, пирĕнпе пырса сăмах хушмасăр иртменни тĕлĕнтеретчĕ. Халĕ, паллах, вăл вăхăтра унпа ытларах калаçманшăн кулянатăп. Пире, чăвашсене, тепĕр чухне ытлашши сăпайлă пулни пĕтерет çав. Ун чухне çамрăк пулнă, пурнăçра нимĕнех те тума ĕлкĕреймен, анчах та паллă писатель пÿлĕме кĕрсех сывлăх сунни савăнтаратчĕ. Тĕрĕссипе, Анатолий Викторович района килсен хаçата Михаил Алексеевич Васильев тата Кĕркури Илепер патне кĕрсе тухмасăр нихăçан та кайман. Чăн-чăн çынччĕ, çÿллĕ должноçре пулин те ыттисене хисеплеме пĕлнĕ. Халĕ, ав, хăшĕсем пусман пĕр картлашки çине хăпарсанах кăкăр çапма тытăнаççĕ, – терĕ Ольга Геннадьевна.  

Каламалла, Ольга Куликова «Çĕнтерÿ çулĕнче» ĕçленĕ вăхăтра вулакансен юратăвне пуян та çивĕч статйисемпе çĕнсе илнĕ. Маттур çыравçă хамăр районти Авшак Элменте çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче диплом илсен Калининăри вăтам шкулта тимленĕ. Район хаçачĕсĕр пуçне ун ĕç стажĕ çавăн пекех Санарпуçĕнчи вăтам шкулта, район администрацийĕнче, «Капкăн» журнал редакцийĕнче, «Вурнарыдорстрой» обществăра çырăннă. Вăл Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Иван Ивник премийĕн лауреачĕ, «Ма инçе-ши çăлтăрăм;», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана» кĕнекесен авторĕ. Иртнĕ çул Ольга Геннадьевнана республикăри Профессионаллă писательсен союзне ертсе пыма шаннă.

Хамăрăн аслă ĕçтешĕмĕре Анатолий Емельяновăн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă ятпа саламлатпăр, пултарулăх анинче çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе палăрма ăнăçу сунатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика