Паян цифра технологийĕсем пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕç. Вĕсем мĕнпур çын валли çĕнĕ майсем уçаççĕ. Вăл шутра - сывлăх енчен кăштах хавшакраххисем валли те. Паян вулакансене Вăрнарти IT-Куба çÿрекен ачасен историйĕпе паллаштарасшăн. Вĕсем пĕлÿпе çитĕнÿ патне туртăнма нимĕнле чăрмав та кансĕрлеменнине çирĕплетсе параççĕ.
Кăçал хушма пĕлÿ центрĕнче иртнĕ агитаци плакачĕсен конкурсне тата Проектсен ярмăрккине хутшăнма тивнĕччĕ. Вун-вун участник хушшинче хевтесĕр ушкăнрисем пурри те чăнахах савăнтарчĕ. Вĕсем, ак, Photoshop тата Microsoft Publisher программăсенче аван ăнкараççĕ. Хăшĕсем хăвăртлăх енчен кăна юлса пыраççĕ. Анчах та, сăмахран, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне тата Çĕршыв хÿтĕлевçин, Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă плакатсем вĕсен илĕртÿллĕ пулса тухнăччĕ. Кунта Кирилл Афанасьевăн ĕçне чи пысăк хак панăччĕ.
Преподавательсем вĕсемпе тарăннăн ĕçлени курăнать. Хутшăнăвĕсем - çемьери пек. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем педагогсем патне туртăнаççĕ.
Калас пулать, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Вăрнарти IТ-кубра хевтесĕр вунвиçĕ ача пĕлÿ илнĕ. Вĕсем икĕ направление суйласа илнĕ: цифра гигиенипе пысăк даннăйсемпе ĕçлесси тата киберспорт. Иккĕшĕ те ачасемшĕн кирлĕ направленисем. Пĕрремĕшĕ вĕсене цифра хутлăхĕнче харпăр хăйне тытма, пысăк даннăйсемпе ĕçлеме хăнăхтарать. Иккĕмĕшĕ вара - командăпа ĕçлеме, хăвăрт шутлама.
Ку категорири ачасем тĕрлĕ площадкăра, регион тата çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенче палăрма пултарнă. Вăл шутра - «Движение первых» йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Распаковка профессий» конкурсра. Унта IT-куб воспитанникĕсем «Информаци хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ» презентацие тăратнă.
Дистанцилле конкурссемпе викторинăсенчи çитĕнÿсем кăтартуллă. Ак, «День мирового кино» онлайн-викторинăра Кирилл Афанасьев, Иван Дзюба тата Дмитрий Иванов пĕрремĕш вырăн йышăннă. Александр Хамитовпа Максим Чудаков - 2-мĕш, Роман Батяев, Матвей Галкин, Дарина Павлова, Дмитрий Прохоров тата Светлана Ягодова 3-мĕш пулнă.
Александр Хамитов ÿкерме ăста. Вăл, ак, графика ÿкерчĕкĕсен «Город-герой: восстановление надежды» конкурсра 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Проектсен ярмăрккинче вара каччă Наталья Хлебниковапа пĕрле «Ачасене - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен» игранайзерĕшĕн çĕнтерÿçĕ пулса тăнăччĕ. Наставникĕпе Любовь Анатольевна Ивановапа пĕрле вĕсем вăрçă çинчен вĕрентÿллĕ вăйă хатĕрленĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче проектпа уйрăм ушкăнри ачасен шутне 25-е çитерме палăртнă. Çÿлерех асăннă направленисемсĕр пуçне вĕсем «Инженер класĕсенче» те пĕлÿ илĕç - инженери наукисене, робототехника тата проектировани вăрттăнлăхĕсене вĕренĕç.
IT-куб преподавателĕсем сывлăх енчен хавшакрах ачасем валли вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсене анлăлатни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ. «Паянхи технологисем кашни ачан потенциалне уçма пулăшаççĕ»,- теççĕ вĕсем.
Чăннипех те, информаци технологийĕсем ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме, малашлăхра вара професси илме пулăшаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Октябрь 2025 |