Вӑрнар округӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.01.2026, 15:41 Просмотров: 35

 DSC 0048

💢 Туссем, паян, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Вӑрнар округӗнче Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Ӑна ял хуҫалӑх техникумӗнче йӗркелерӗҫ.

☝️Палӑртмалла, информкунра влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене ҫӗклеме майсем ҫителӗклӗ.
✅Тӗлпулӑва Чӑваш енри экологи тата ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Эмир Бедертдинов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов ҫитрӗҫ.
Вӗсене округ пуҫлӑхӗ Надежда Никандрова, техникум ертӳҫи Людмила Иванова тарават кӗтсе илчӗҫ.
Хӑнасем малтанах студентсем ирттернӗ мастер-классенче пулчӗҫ. Тӗслӗхрен, кӑлпасси, пылак ҫимӗҫсен производствин ӗҫ юхӑмӗ пурне те кӑсӑклантарчӗ.
☝️ Техникумра тӗрлӗ профессие алла илме май пур. Акӑ, Эмир Бедертдинов министрӑн ашшӗ те кунта вӗреннӗ.
✅ Тӗп темӑсем тавра анлӑ калаҫусем иртрӗҫ.
👏 Хӗллехи тапхӑрта ТКО-на илсе тухассине, ҫулсене юртан тасатассине йӗркелессипе, пӗтӗмӗшле илсен, Вӑрнар округӗ республикӑра малтисен йышӗнче. Округ, территори пайӗсен администрацийӗсен тӑрӑшулӑхӗ аван курӑнать. Паллах, вӑл-ку чӑрмавсем пулсан та проблемӑсене ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчиксем те кӑҫал питӗ яваплӑ.
✅ Терроризм – общество хӑрушлӑхĕ. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани памалла тесе палӑртрӗҫ.
Ачасемпе ҫамрӑксене физкультурӑпа спорта ытларах явӑҫтарма сӗнчӗҫ.
Информкунра мушенниксем улталасран, пушар тухасран яланах сыхӑ пулмаллине асӑрхаттарчӗҫ.

Тӗплӗнрех "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика