
💢Паян Вӑрнар округӗн администрацийӗнче вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне Чăваш енри АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин, асăннă организацин вырӑнти председателĕ Иван Федоров, округ пуçлăхĕн заместителӗ Светлана Шашкарова, ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Егоров хутшăнчӗҫ.
Канашӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗлне сӳтсе яврӗҫ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ планне палӑртрӗҫ.
☝️Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пирӗн ентеш - патшалӑх деятелӗ Илья Павлович Прокопьев - ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине тивӗҫлӗн паллӑ тума сӗнчӗҫ.
👏Аслӑ ӑрурисем маттурах. Ветерансен канашĕнче 24 член шутланать. Тивӗҫлӗ канура пулсан та хастарлӑха чакарман.
Канашлура Вӑрнар округӗнчи ял хуҫалӑх отраслĕн пӗлтӗрхи кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăчӗҫ , çитĕнÿсемпе пӗрлех çитменлĕхсене уçăмлатрӗҫ.
☝️АПК-ра кӑна мар, хӑшпӗр сферӑсенче те кадрсен ыйтӑвӗ ҫивӗч пулнине палӑртрӗҫ. Александр Самылкин агроклассемпе агролабораторисем уҫнӑшӑн вӑрнарсене ырларӗ. Ӳсекен ӑрӑва ӗҫ профессисемпе ачаранах кӑсӑклантарнине мӗн ҫиттӗр?
Ларура тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Вырăнти АПК ветеранĕсен канашне ертсе пыма Иван Федоровах шанчӗҫ.
Тӗплӗнрех "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатӑн черетлӗ номерӗнче
Февраль 2026 |
