Пациентсен хăрушсăрлăх эрни пуçланчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 16.09.2026, 10:57 Просмотров: 178

    Раççейре пациентсен хăрушсăрлăх эрни пуçланчĕ. Ку мероприятие кашни çулах 17-мĕш сентябрте паллă тăвакан Пациентсен хăрушсăрлăхĕн пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă. Эрнен тĕп тĕллевĕ - медицина пулăшăвĕ панă чухне сиен кÿрес хăрушлăха чакарсасси питĕ пĕлтерĕшлине аса илтересси. Статистика тăрăх, çакăн пек лару-тăрусенчен çурри ытларах  эмелсене тĕрĕс мар усă курнипе çыхăннă.  Хăвăра хÿтĕлеме тата сипленнĕ чухне хăрушлăха чакарма çаксене яланах асра тытмалла:

  • çырса панă эмелсен ячĕсене тата вĕсен виçисене яланах тĕрĕслĕр, уйрăмах сире сиплекен тухтăр улшăннă пулсан;
  • темиçе эмел çырса панă пулсан, вĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрасси пирки тухтăртан ыйтса пĕлĕр;
  • диагноз тĕрĕс пулнине иккĕленетĕр пулсан, тепĕр специалист патне кайăр, «иккĕмĕш шухăш» ыйтăр;
  • операци е процедура умĕн вĕсен тĕллевĕ тата мĕнле иртесси пирки тĕплĕн ыйтса пĕлĕр;
  • тухтăртан ыйтма хăрамалла мар: ăнланма йывăр терминсене, сиплев меслечĕсене тата малашлăх прогнозне уçăмлатма ыйтăр;
  • анализ илнĕ чухне лаборант стериллĕх йĕркисене пăхăннине (перчатка улăштарни, стериллĕ упаковкăна сирĕн умра уçни) тĕрĕслеме хăрамалла мар;
  • хăвăрăн тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илмелли правасене тата сипленме килĕшмен чухнехи условисене пĕлмелле;
  • енчен те ыйтусем сиксе тухсан, страховой компание е Росздравнадзора çырса йытса пĕлме пултаратăр.

Республикăри общество сывлăхĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика