Уйăхсерен иртекен Пĕрлехи информаци кунĕсем вăл е ку темăна анлăн сÿтсе явнипе пĕрлех халăха та хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме май параççĕ.
Виçĕмкун акă Аçăмçырми тăрăхĕнче иртнĕ тĕлпулура вĕсем чылай пулнă. Чăрăшкас-хирлепсем хăйсен ялĕ урлă республика трасси иртнĕрен шкул çывăхĕнче «выртакан полицейскисем» хуртарасшăн, фельдшерпа акушер пунктĕнче фельдшер çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Аçăмçырмисем ялта ФАП тутарас ыйтăва тăтăшах çĕклеççĕ. Юпшик Ялтăрара интернет-çыхăну çук. Ку тăрăхра пурăнакансем çавăн пекех район тĕп больницинче врач-офтальмолог патне черет пысăккишĕн, сĕт хакĕ чакса кайнишĕн пăшăрханаççĕ.
Вăрнар хула тăрăхĕнче пурăнакансем вара пĕтĕм района пырса тивекен ыйтăва хускатрĕç – морг чăнахах пулать-и; Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку ыйту вырăнтан тапраннине, кăçал-çитес çул строительство ĕçĕсем тытăнассине пĕлтерчĕ. Объект район тĕп больницин территорийĕнче вырнаçĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕн темисен те çивĕчлĕхĕ пĕчĕк мар: нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн ресурс организацийĕсене тÿреммĕн тÿлесси, Аслă Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе ирттересси, çурхи уй-хир ĕçĕсем, ыркăмăллăх акцине хутшăнасси, экологи субботникĕсем йĕркелесси.
Районти тĕлпулусене хутшăннă май, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов ку темăсем паянхи куншăн пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Вăрнарсене пĕрле тумалли ĕçсенче хастарлăха ÿстерме сĕнчĕ. Уйрăмах патриотизм енĕпе пысăк ĕç тума чĕнсе каларĕ. «Тĕнчере çĕршыв историне çавăрттарса çырас текенсем тупăнсах пыраççĕ, совет халăхĕн паттăрлăхне сăнлакан палăксене çĕмĕреççĕ. Çавăнпа та пирĕн хамăр ĕçсемпе эпир çĕнтерÿçĕ, тĕнчене фашизмран çăлнă халăх пулнине кăтартмалла», – терĕ вăл.
Экологи ыйтăвне хускатнă май, Сергей Владимирович вăрмансемшĕн тата халăхшăн йышăннă кирлĕ саккуна ăнлантарчĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăрманта йăванса выртакан çапăсене, хăрăк туратсене тÿлевсĕрех илсе тухма юрать. Ку саккун вăя кĕриччен çакнашкал ĕç патшалăх пурлăхне вăрлани шутланать.
Тĕп ыйтусем патне таврăнас пулсан, Вăрнар районĕ «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцине çулсеренех хастар хутшăнать. ,нерхи кун тĕлне ачасене пулăшма пĕрлехи енчĕке 207 пин те 460 тенкĕ пырса кĕнĕ. «Ку укçа-тенкĕ пурнăçăн йывăр условийĕсене лекнĕ ачасене вĕри апат çитерме каять. Шел те, пирĕн хушăра ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех нушаллă, выçăллă-тутăллă çитĕнекен ачасем сахал мар. Пирĕн вĕсене пулăшмалла», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.
Леонид Григорьевич вăрнарсем Аслă Çĕнтерÿ уявне те чыслăн хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Палăксемпе обелисксене, салтаксен вилтăприйĕсене йĕркене кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Торжествăлла митингсем кашни ял тăрăхĕнче иртмелле. Мероприятисен планĕ тулăх тата тĕрлĕ енлĕ, вĕсене шкул тата культура учрежденийĕсем анлăн ирттерĕç. Тĕп уяв вара май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Вăрнарти тĕп площадьре пулать. Ирхи тата каçхи программа пуян.
Хальхи вăхăтра район ака ĕçĕсене те хĕрсех хатĕрленет. Аграрисен ку çуркунне пĕрчĕллисене тата пăрçа йышши культурăсене 13249 га çинче хывмалла. Кĕрхисене апатлантарас ĕç пырать, вĕсем 4780 га çинче сарăлнă. «Санары», «Кольцовка» агрофирмăсенче, «Луч» хуçалăхра, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшуллă ĕçлеççĕ. «Мураты» хуçалăх вара çумăрччен культурăсене апатлантарса пĕтернĕ.
Хуçалăхсенче халĕ вăрлăха имçамлаç, тасатас, кондицие çитерес, удобренипе çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе тухассине вĕçлес, виçĕ хуçалăхра кадрсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлеççĕ.
Çуркунне тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та кăларса тăратать – çÿп-çаппа кĕрешесси. Районта май уйăхĕн 11-мĕшĕччен экологи уйăхлăхĕ иртет. «Уяв тĕлне мĕнпур территорире тасалăх хуçаланмалла!» – палăртрĕç тĕлпулусенче.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ЖКХ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ, тасатмалли сооруженисем тăвассипе пурнăçланакан ĕçсене асăнчĕ.
Тĕлпулусенче хускатнă мĕнпур ыйтăва пăхса тухса мерăсем йышăнĕç.
Ку информаци ушкăнĕ Калинино ял тăрăхĕнче те ĕçленĕ. Районта пĕтĕмĕшле вунпилĕк çĕрте тĕлпулусем иртнĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Октябрь 2024 |