Вĕренекенсене - çĕнĕ кĕнекесем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.08.2025, 14:33 Просмотров: 13

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен нумай вăхăт юлмарĕ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан халĕ ачасене учебниксемпе тивĕçтерессине пĕтĕмпех Чăваш ен Вĕрентÿ министерстви тата шкулсем хăйсем çине илнĕ.

Вăрнар муниципаллă округĕнче, малтанласа палăртнă тăрăх, парттăсем хушшине 3079 вĕренекен ларĕ. Вĕренÿ процесне йĕркелеме кăçал шкулсене 6443 çĕнĕ учебникпа тивĕçтернĕ.

Шкулсем те ку ыйтăва тимлĕхрен кăлармаççĕ. Вĕсем учебниксем илме издательствăсемпе тÿреммĕн килĕшÿсем тăваççĕ. Кăçал 1 миллион та 43 пин те 400 тенкĕлĕх 1144 вĕренÿ литератури туяннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен тата 700 пин те 600 тенкĕлĕх кĕнекесем килсе çитмелле.

Республика бюджетĕнчен пирĕн муниципалитет 5-9-мĕш классем валли «Пĕтĕмĕшле истори» тата «Раççей историйĕ» кĕнекисене 3090 экземпляр туяннă. Пĕтĕмпе 646 пин те 694 тенкĕлĕх.

Кашни шкултах вĕренекенсене учебниксемпе тÿлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Вĕсем ФГОС стандарчĕпе туллин килĕшсе тăраççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика