Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕреннисем нумай çул иртсен те хăйсен преподавателĕсемпе пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене манмаççĕ. Тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ, салам калаççĕ, тепĕр чух чарăнса тăрсах калаçаççĕ, тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
Акă нумаях пулмасть 41-мĕш ушкăнри пахчаçимĕç ăстисем, вĕренсе тухнăранпа 25 çул çитнĕ май, ăшă тĕлпулăва пуçтарăнчĕç. Вĕсем училищĕре 25-ĕн ăс пухрĕç. Ушкăн старости Валя Калинина вĕренме килни халĕ те куç умĕнчех.
Виçĕ ача амăшĕ, ял хĕрачи хăюлăх çитерсе училище алăкне уçса директор çумĕ умне пырса тăчĕ, ыйтуллă сăнарĕ. Ольга Ивановна ун çине пăхса илчĕ те, çамрăкăн кăмăлне, ĕмĕтне хуçас темерĕ. Вальăна 41-мĕш ушкăна вĕренме илессине каларĕ:
Тĕплĕнрех хаçатра
41-мĕш ушкăнри производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Зоя КУЗНЕЦОВА
Сентябрь 2025 |