Раççейре пурăнакана телейлĕ пулма уйăхсерен 227 пин тенке яхăн кирлĕ.
Кун пирки ВЦИОМ пĕлтернĕ. Аналитиксем ятарлă ыйтăм ирттерсе çавăн пек пĕтĕмлетÿ тунă. Пирĕн çĕршывра пурăнакансем телейлĕ пулмашкăн уйăхсерен вăтамран 226 пин те 921 тенкĕ шалу кирлине палăртнă. Ку Раççейри вăтам ĕç укçирен 2,5 хут нумайрах.
Мускавсемпе питĕрсене тата ытларах кирлĕ иккен - 694 пин те 353 пин тенкĕ.
Сентябрь 2025 |