Пилеш те, груша та...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.08.2025, 14:13 Просмотров: 9

Уйкас Кипекри Даниловсен çурчĕ умĕнче ÿсекен «тĕлĕнтермĕш» йывăç кашнинех кăсăклантарать. Ун çур пайĕ пилеш, тепĕр çуррийĕ - груша.

Вулакан ăнланчĕ ĕнтĕ: ку - селекционерăн ĕçĕ. Груша тураттине пилеш çине Даниловсене çемье тусĕ Зоя Ильинична Кузнецова сыпса панă. Сортсем - «Августовская роса» тата «Чижовская» - ăнăçлăхне кăтартнă, виçĕ çултанах йăтайми çимĕç çитĕннĕ.

Зоя Ильинична чылай çул Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вăй хунă. Студентсене пахчаçă вăрттăнлăхĕсене те нумай вĕрентнĕ. Ученăй агроном патĕнче пĕлÿ илнĕ çĕр-çĕр çамрăк паян отрасльте кăтартуллă ĕçлесе пырать.

Ытларахăшĕ грушăна улмуççи туратти çине сыпаççĕ. Зоя Ильинична ку мел яланах ăнăçлă пулманнине палăртрĕ. «Пилеш çинчи пекех слива йывăççи çинче те груша вара лайăх вăй илет», - терĕ вăл.

Сире пахчара мĕнле йывăçсем савăнтараççĕ/ Пире те пĕлтерĕр.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика