Вăрнар тĕп больницин ĕçченĕсен команди Уйкас Кипек ял тăрăхĕнче пулчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пурнăçланакан «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе территори пайне кĕрекен ултă ял халăхĕ харпăр хăй сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ.
Ял çыннисемшĕн ку уйрăмах меллĕ. Çитменнине, ку тăрăхра пурăнакансен округ центрне çитме 25-30 километр хăваламалла.
- Олег Николаева тавах çак проекта пуçарнăшăн. Пире, ватă çынсене, аякри çула çÿреме уйрăмах йывăр. Медицина ĕçченĕсем питĕ кăмăллă калаçаççĕ. Анализсем панипе пĕрлех паян кирлĕ сĕнÿ-канаш та илтĕмĕр, - терĕ, акă, хавасланса Енĕшре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Любовь Ивановна Нестерова.
Сывлăх пунктне пĕтĕмпе 171 çын килнĕ. Вĕсем юн пусăмне, куçри юн пусăмне виçтерме, йывăрăш виçин индексне пĕлме, юн анализĕсене пама, ЭКГ витĕр тухма, врач-терапевт тата гинеколог тĕрĕслевне илме пултарчĕç. Çакă пĕтĕмпех вĕсен сывлăх шайне палăртма тата сывлăх çирĕплĕхĕшĕн тăрăшма май парать.
Паллах, ялах килсе сывлăха тĕрĕслени - ырă пулăм. Эппин, ку мероприятие кашни хутшăнсан аван. Ыран, ав, сывлăх пункчĕ Ярмушка ялне çитет. Сентябрĕн 3-мĕшĕнче - Хапăса, сентябрĕн 6-мĕшĕнче - Çĕрпеле, сентябрĕн 10-мĕшĕнче - Ершепуç тăрăхне. Тухтăрсем 10 сехетрен тытăнса 15 сехетчен йышăнаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Сентябрь 2025 |