Çак девизпа хастаррăн та ÿркенмесĕр малаллах утать çак çĕр пичĕ тăрăх чăвашсен маттур композиторĕ Анатолий Никитин. Июнĕн 13-мĕшĕнче халăх кăмăллакан кĕвĕ ăсти черетлĕ юбилейне хăйĕн юррисене юратакан кураканпа тĕп хулари Çамрăксен театрĕн залĕнче паллă тăвать. ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе, РФ Композиторсен союзĕн членĕпе, «Янташ» ушкăн ертÿçипе, РФ Культура министерствин «Культура тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ композиторпа чуна уçса калаçас тĕллевпе унăн Шупашкарти музыка студине çунатлансах çул тытрăм.
– Анатолий Никитич, эсир 70 çул тултарать тесен кам ĕненĕ. Яланхилле çамрăк каччă пекех утса мар, чупса, вĕçсе çÿресе ĕçлетĕр. Ăçтан тупатăр çакăн чухлĕ вăй-хал?
– Çак тĕлĕнмелле вăй-хăват мана çÿлтен – уçлăхран – килет. Музыка çулĕпе утасси – мана Аслă Турăсем шанса панă такăр, ăнăçуллă, çав вăхăтрах тумхахлă та туйăмлă çул. Этем хăйĕнчи вăй-хăвата пурăннăçемĕн, ăслăланнăçемĕн, хăйне çутçанталăк панă пултарулăха тата та аванрах ăнкарса илет. Çак енсем уйрăмах шкул вĕренсе пĕтерсе пурнăç çулĕ çине хăв тĕллĕн тăнă хыççăн тата та аванрах аталанаççĕ. Атте-анне панă ăс-тăн, юн, генри информаци, ал çыпăçулăхĕ çынна пурнăçра мĕн ку тĕнчерен уйрăличченех пулăшса пыраççĕ. Аттепе анне пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни те малалла талпăнма пулăшать. Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн çемье çавăрни, ача-пăчаллă пулни, юнашар пурăнакан савнă мăшăр çур сăмахран ăнланса пулăшни те – веçех этемĕн, çав шутрах манăн та, шалти вăй-хăвата çăлкуç пек тулалла таптарать. Паллах, пĕртăвансене те, атте-анне енчи çывăх тăвансене те, 7 сыпăк таранах, çавăн пекех Тăван çĕршыв юратăвĕпе ăслăлăхне те манмалла мар. Йывăрлăхра та, савăнăçра та шăп та лăп çÿлерех асăннă куçа курăнман тăванлăх хăвачĕсемпе çипсем манри ăсталăха туптаса, пуянлатса пыраççĕ.
– Сирĕн пултарулăх аталанăвĕн хăшпĕр саманчĕсене тепĕр хут аса илер-ха...
– Паянхи куна çитиччен аталаннă чунăмшăн биографири кашни тапхăр пĕлтерĕшлĕ. Çав шутрах тĕрлĕ юрă коллективĕсенче ĕçлени те, сăмахран, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ, «Çавал» ушкăн, кунсăр пуçне Уфари искусствăсен академийĕ. Пушкăрт çĕрĕнче «Нарспи», «Нухрат» фольклорпа эстрада ушкăнĕсем йĕркелени те... Чăваш çĕрне таврăнсан вара «Янташ» ушкăна ура çине çирĕп тăратни. Композитор ăсталăхне алла илес тĕллевпе музыка композицине те, полифоние те тарăн тĕпчерĕм. Пушкăрт çĕрĕ çуратнă юрăсен кĕввипе ритмики те манăн чуна асамлă та илемлĕ вăй-хăватпа тултарчĕç. Тăван халăхăм йышăннă юрăсем шăп та лăп кунта йăл илчĕç. «Тăван яла таврăнсан» (халăхăн), «Урхамахсем тăраç тапăртатса»(Юхма Мишши сăвви), «Тăванлăх юрри» (Ваçлей Давыдов-Анатри сăвви)…
– Анатолий Никитинăн ыттисенчен уйрăлса тăракан хăйне евĕрлĕ почерк. Çавăнпах чунăртан шăранса тухнă юррăрсене никамăннипе те пăтраштараймăн. Кашни ăста хăйĕн пултарулăхне критиксенчен аванрах хаклама пултарать. Килĕшетĕр-и?
– Паллах, кашни сăвăç, çыравçă, ÿнерçĕ, çав шутра кĕвĕ ăсти те хăйĕн пултарулăхне шалтан курать. Критиксем асăрхаманнине хăй çеç пĕлет. Ара, кашни сăмах, ÿкерчĕк, сасă, нота чи малтан унăн пуçĕнче тĕв илсе çуралать-çке! Ман кĕвĕсенче те çĕнĕлĕх пурах. Эпĕ те хамăн почерка кашни юрăрах çирĕплетсе тата çĕнетсе аталантарма тăрăшатăп. Кĕвĕсене хальхи музыка тĕнчин çĕнĕлĕхĕсемпе те пуянлататăп, пахаллататăп. Çавăнпа та малтанхи юрăсем паянхисенчен уйрăлса тăнинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çамрăксенчен те вĕренсе пыратăп. Сергей Марков, Залиф Биксалин, Михаил Барханов, музыкăра хăйсен вырăнне тупнă çамрăксем, мана аранжировка тăвас тĕлĕшпе хавхалантарса пыраççĕ. Институтра пысăк калăпăшлă хайлавсем çырма вĕрентрĕç. Анчах та пурнăç улшăннă май эпĕ те эстрада жанрĕпе кăсăкланма пуçларăм. Çамрăк итлекене те çĕнĕ юрăсемпе тивĕçтерес килет. Аслисем пирки те манмастăп.
– Юрă тĕнчи – асамлăх тĕнчи тени тĕрĕсех-и?
– Эпир пурăнакан тĕнче космоспа тачă çыхăннă. Уçлăхра темĕнле сасă та, кĕвĕ те янăрать. Композиторăн вара çав хаоса кĕрсе кайса хăйĕн кĕввине шыраса тупмалла, халăх патне илсе çитермелле. Эпĕ тĕлĕкре те кĕвĕсем хайлатăп. Вăранса кайсан часрах пуçа килнĕ кĕвве нотăсем çине куçарса хут çине çырса хуратăп. Çÿлти Турă мана лайăх самантсем ярса парсах тăрать, тĕрĕс çул çинчен айккинелле пăрăнтармасть. Ахаль мар-тăр, чунра «Эй, Турă!» çĕнĕ юрă çуралчĕ. Сăмахĕсене чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырса пачĕ. Ăна çитес вăхăтра халăх патне çитерĕпĕр. Пăтрануллă вăхăтра пурăнатпăр. Пире ялан темĕн çитмест. Туйăмлăх тинĕсĕнче ишетпĕр. «Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?» юрă та хăйне хăй çуралман. Ăна паянхи самана çуратрĕ. Анатолий Чебанов сăввине кĕвĕ çине мăшăрăм Надежда майлаштарса пачĕ. Хальхи тапхăрта тĕрĕс çулпа утма вĕренмелле. Çапăçса та хирĕлсе мар, пĕр-пĕрне пулăшса кун кунламалла.
– Пуçăрти, чунăрти пиçсе çитнĕ пĕлÿ тулалла тухасшăн. Кĕвĕ çырнипе çеç çырлахмастăр, çамрăксене те çул уçса паратăр.
– Мăшăрпа иксĕмĕрĕн те пĕр ырă та пархатарлă тĕллев пур – çамрăксене хамăр хыççăн юрă тĕнчинче хăварасси, чăваш йăх йывăççин турачĕсене аталантарасси. Паллах, хамăр юрăсене халăх патне илсе çитересси те! Пуçра çуралнă шухăша пурнăçа кĕртрĕмĕрех. «Юрла, чăваш» пĕрремĕш юрă конкурсне ирттертĕмĕр. Виçĕ уйăх çамрăксемпе ĕçлесе çĕнĕ юрăсем çыртăмăр. Çĕнĕ çамрăксем килни пирĕн туслă çемье йышне самаях ÿстерчĕ. Çĕнĕ уçă сасăсем, хусканусем, сăнсем пире те çамрăклатаççĕ. Шăп та лăп вĕсем урлă халăх патне çĕнĕ юрăсем чылай çитрĕç.
– Эсир йĕркеленĕ «Янташ» ушкăн та 25 çулхи çуралнă кунне сцена çинче сумлăн уявларĕ.
– Ан та калăр-ха, 25 çул ытла та хăвăрт, сисĕнмесĕр вĕçсе иртрĕ-çке. Аса илмелли нумай. Ăçта анчах пулса курмарăмăр-ши çак ушкăнпа: Çĕпĕртен пуçласа Питĕр таранах. Пире Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр çĕрĕсем тăвăллăн алă çупрĕç. Унти йăхташсем шăнкăравласах тăраççĕ, ялан хăнана йыхравлаççĕ. Çĕнĕрен çĕнĕ юрăсем илтесшĕн. «Янташ» ушкăнрах юрăçсен темиçе ăрăвĕ çунаттисене çирĕплетрĕ. Халĕ вĕсем ирĕклĕ вĕçевре. Вĕсене эпир яланах ăнăçупа ырăлăх çеç сунатпăр. Пĕр сăмахпа, пирĕн тĕллевсемпе ĕмĕтсем çутă та илемлĕ.
– Эсир чылай гимн авторĕ те!
– «Янташ» репертуарĕнче 600 ытла юрă. Халăх патне çитейменнисем хăйсен черетне кĕтеççĕ. Пултарулăх арчи çулсерен тулсах пырать. Гимнсем хайлама вара ытларах чух ял хуçалăх ертÿçисем ыйтаççĕ. Вĕсен шутĕнче Ял хуçалăх академийĕн, «Янташ» ушкăнăн, Вăрнар районĕнчи «Хорнзор» хуçалăхăн гимнĕсем. Çак кунсенче Куславкка районĕнчи «Энĕш» хуçалăхăн ертÿçи Петр Крылов ыйтнипе çĕнĕ гимн хайларăм.
– Телейлĕ чăваш эсир. Сирĕн çумра музыкăна ăнланакан, пур енĕпе те пулăшса пыракан мăшăр пур.
– Турă мана ку енчен те кÿрентермен. Пĕрремĕш çемьере Катерина хĕр çитĕнчĕ, унпа çыхăнусене нихçан та татман. Надеждăпа пĕрлешсен вара ку тĕнчене Светлана килчĕ. Музыкăна пирĕн пекех туять. Вăл ĕнĕрлесе панă кĕвĕпе «Пирĕн анне», «Асамат кĕперĕ» юрăсене майласа Шупашкарти 50-мĕш шкулта вĕреннĕ ачасене юрлаттартăм. Ачасене вĕрентнипе çеç çырлахмарăмăр, шкулта Надеждăпа юнашар ĕçлесе 20 çул хушшинче ачасем валли 100 ытла юрă шăрçаларăмăр. Пĕрле шкул пурнăçĕпе çыхăнтарса тĕрлĕ тематикăллă «Шăнкăрав сас пачĕ», «Звенит звонок» аудиодисксем кăлартăмăр. «Чăваш сăмахлăхĕ юрă-кĕвĕре» ятарлă автор программи хатĕрлерĕмĕр. Кунсăр пуçне хальлĕхе сăмахпа илемлетмен кĕвĕсем те черетне кĕтеççĕ. 34 çул çумра Надежда пулни халăх валли тата та чаплăрах та туйăмлăрах юрăсем çырма хавхалантарчĕ. Вăлах пĕрремĕш итлекен те, пĕрремĕш критик та, пĕрремĕш редактор та. Ячĕ те питĕ илемлĕ-çке – чăвашлатсан Шанăçпи тесе куçать. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшли – халăх пирĕн юрăсене кăмăллани. Урамра курсан тытса чарсах чунĕсене уçаççĕ. Çакă пире тата та хĕмлентерет. Пĕрле юрлакан юрăсен шучĕ 15-рен те иртрĕ. Сăвăçсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕрлĕхре вăй пулнине нихçан та манмастпăр.
Çĕр пин сăмахпа çĕр пин юрă çĕршывĕнче çуралнă эпир. Ĕлĕкхи тарăн шухăшлă та чунлă юрăсен хăватне итлесе çитĕннĕ. Тăван çĕрĕн мăнаçлăхĕ çĕнĕ юрăсем хайлаттарчĕ. Чăваш халăх юррисем кĕлеткемĕн кашни клеткинче, вĕсен илемĕпе туйăмлăхĕ чун хĕлĕхĕсене çемçетеççĕ.
– Аттепе аннене сутăн илме çук тесе юрлать чăваш...
– Тĕлĕнмелле ĕçчен çынсем пулнă пирĕн çывăх çынсем – Мария Яковлевнапа Никита Афанасьевич Афанасьевсем. Алли ылтăнччĕ аттен. Тимĕрçĕре тăрăшнă май хуçалăхра кирлĕ ĕç хатĕрĕсем туптаччĕ, хăй вăйĕпе ал арманĕ туса лартнăччĕ, музыка инструменчĕсем ăсталатчĕ: кĕсле, шăпăр, балалайка, мандолина. Ара, вăрçă хыççăн сутăн илме те май пулман, укçа-тенкĕ хĕсĕкки те чăрмантарнă. Купăс пăнчисене пÿрнисем епле пусса ĕлкĕрнĕ-ши тата? Питĕ ăста купăс калатчĕ! 72 çулта йывăр чирлесе çĕре кĕчĕ. Анне вара вăрçă вăхăтĕнче тракторпа уй-хирте ĕçленĕ. Йывăр ĕç сывлăхне самаях хавшатрĕ. 59 çултах ку тĕнчерен уйрăлчĕ. Вăл каланă пĕр самант халь те манăçман-ха. Хирте суха тунă чух ывăнса çитнипе тĕлĕрсе кайнă вăл. Юрать, трактор хăех чарăнса ларнă. Тăрук вăраннă та... тракторĕ чăнкă çыран хĕрринче ларнине курах кайнă. Вăйлăччĕ анне, ик аллипе икĕ михĕ ним те мар йăтатчĕ.
– Ачалăхри хăшпĕр самант час-часах чуна хумхантарать, сирĕн те ун пеккисем пурах ĕнтĕ.
– Ĕлĕк ялта ача-пăча йышлăччĕ. Урамĕпех пĕрле пухăнса выляттăмăр. Пирĕн çурта хирĕç хăвăллă йăмрасем ÿсетчĕç. Унта аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче пĕрре мар пытанса ларнă. Колхоз лашисем çине утланса улăх тăрăх чупаттăмăр. Ÿксе ал-урана кăвакартни те пулнă. 5 çулта чухне ялти клубра хамăр ял арçынни концертра баян калани асра. Тен, çакă та ÿссен баяна парăнтарма хистерĕ.
– Юбилей концертне хальхинче те халăхпа пĕрле уявлама ĕмĕтленетĕр ав.
– Куракана парне тăвас тĕллевпе çĕнĕ программа хатĕрлерĕмĕр. Халиччен янраман юрăсем шăранĕç сцена çинчен. Мăшăрпа тата «Янташ» ушкăнпа пĕрле халăх кăмăлне тивĕçтерес тесе тăрăшатпăр-çке. Раççейпе саланнă пĕр тăвансем те Тюменьрен, Мускавран, Çĕпĕртен тата Казахстанран уява килессипе савăнтараççĕ.
– Ĕненÿпе çуталса тăракан чĕрĕрте тав сăмахĕсем юханшыв пек юхнине витĕр куратăп.
– Чи малтанах ентешсене, Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенче пурăнакансене, çавăн пекех тăван çĕрĕмĕрти халăхăмăра чун-чĕререн пире хавхалантарнишĕн, юрăсене хапăл туса йышăннишĕн тав сăмахĕ калас килет. Çакă пире малалла ĕçлеме çунатлантарать те! Хамăр енчен вара çак вăй-хăвата çĕнĕ юрăсем ăшне тĕвĕлесе хурса тăван çĕре каялла тавăрса парас килет. Хамăр валли çырмастпăр вĕт, çынсем валли хайлатпăр. Юбилей концертне те «Юррăма парнелеп халăха» ят парас терĕмĕр. Чун-чĕререн савăнса, хăпартланса, хавхаланса, телее чунпа туйса юрлатăрах тăван чăваш халăхăмăр. Юрă пулсан – пурнăç пур, пурнăç пулсан вара юрă пур.
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
Ноябрь 2024 |