Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 77 çул çитрĕ. Çĕр чăмăрĕ çинче пуç пулса тăма ĕмĕтленнĕ нимĕç çар хăвачĕ, Адольф Гитлер тавра пуçтарăнса, Европăри çĕршывсене çĕнтерсе пырса Совет Союзĕн чикки патне çитсе 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, çулталăкри çĕр чи кĕске вăхăтра, ир-ирех Балкан тăвĕсенчен пуçласа Карели таранах харăссăн вăрă-хурахла, систермесĕр тапăннă.
И.В.Сталин чĕннипе Вячеслав Молотов халăх умне тухса калаçнă, вăрçă тухнине тата нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕн чиккине пăснине пĕлтернĕ. Пирĕн халăх кар çĕкленсе вăрçăра часах çĕнтерессе шаннă, анчах ун пек пулса пыман: фашистсем Украинăна, Белоруссине, Балтика çĕршывĕсене – Латвине, Литвана, Эстоние хăйсен аттисем айне туса Мускав патнех çитнĕ. Совет Союзĕ декабрьте контрнаступленире нимĕçсене Мускав патĕнчен сирме пултарнă.
Вăрçă пурне те кулянтарнă, макăртнă. Вăрçă пуçланнă кун Кивçурт Енĕшри халăх, «Красноармеец» колхоз ĕçченĕсем, ялти ампарсене çунă, шăтăк-çурăк вырăнсене питĕрнĕ. Усал хыпар ял халăхне пăлхатнă, хуйха путарнă. Пурте ăнланнă: арçынсене вăрçа илĕç.
1915–1921 çулсенче çуралнисем çав вăхăтра Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă. Кивçурт Енĕшрен вĕсем 19 каччă пулнă. Вăрçă пуçлансан пĕрремĕш куннех Ананий Алексеев Лиепая (Латви) хулине хÿтĕлесе паттăрла вилнĕ. Иван Максимович Максимов, Брест крепоçне хÿтĕленĕскер, июнĕн 22-мĕшĕнче тыткăна лекнĕ, августăн 12-мĕшĕнче вилнĕ.
Кивçурт Енĕшрен 1941–1945 çулсенче вăрçăра 63 çын çапăçнă, 23-шĕ вăрçă вутĕнчен тухайман.
Павел Данилович Данилов та вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Вăл Агреппина Ефимовнапа Данил Ефимович Ефимовсен çемйинче çуралнă. Вĕсем 3-ĕн пĕртăван пулнă: Иван, Гервасий, Павел.
Павел Енĕшри пуçламăш классенче вĕреннĕ, кайран Вăрман Кипек шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ. Çул çитсен Шăхасанти РВК урлă Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ – 1938 çулхи октябрьте Мускав çывăхĕнче тăнă. 1941 çулхи августăн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ, Белорусси фрончĕн йышĕпе. Вăл тăракан гварди 31-мĕш сумлă дивизи Суворов орденне, Ленин орденне, Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.
Павел Данилович тăракан дивизи Кострома хулинче йĕркеленнĕ. Пирĕн ентеш Дубовка ялне хăтарассишĕн пынă çапăçура паттăрлăх кăтартать, каярах Бобрик-Донской (халĕ Донской) хули çывăхĕнче нимĕçсен 20 вакунне – хĕçпăшал, автомашинăсем, мотоциклсем тытса илнĕ çĕре хутшăнать. Великие Луки хули çывăхĕнче те вĕсене хĕрÿ çапăçусем кĕтеççĕ. 1943 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи февралĕн 10-мĕшĕччен вĕсем Витебск еннелле тăсăлнă. Витебск хулине илме пирĕн тепĕр ентеш – Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов та хутшăннă, анчах тепĕр енчен. Тăшман хÿтĕлевĕсене татса 1944 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Витебска илеççĕ. Павел Данилович дивизийĕ çĕнтерсе пырса Березино шывĕ урлă каçса Молодечно хулине илет, кайран Неман шывĕ урлă каçса Алитус хулине нимĕçсенчен хăтарать.
1944 çулхи августăн 9-мĕшĕнче стрелоксен 31-мĕш дивизийĕ Совет Союзĕн чикки патне тухать, 13 кун хушшинче çĕнтерсе пырса 336 çухрăмра 600 хулапа яла ирĕке кăларать. 1945 çулхи мартра Прегель шывĕ урлă каçса Кенигсберг хули патне çитсе апрелĕн 6–9-мĕшĕсенче ăна парăнтарать.
Истори материалĕсем тăрăх, ку çапăçусенче палăрнă 14,5 пин салтак орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. 11 салтак Совет Союзĕн Геройĕ пулса тăнă. Награда илнисем хушшинче Павел Данилович Данилов та пур. Аслă сержант, разведчик Совет Союзĕн виçĕ орденне тивĕçнĕ. Икĕ хутчен – Хĕрлĕ Çăлтăр орденне (1944, 1945 çулсем).
Виççĕмĕш награди – II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ. Çавăн пекех ăна «За оборону Сталинграда», «За взятие Кенигсберга», «За победу над Германией» медальсемпе наградăланă. Павел Данилович виçĕ хутчен аманнă.
Вăрçăран таврăнсан Кивçурт Енĕшри юхăннă хуçалăха çĕклессипе ĕçленĕ, Услантăр Енĕш лавккинче 10 çул ытла вăй хунă. Авланнă, Пайсупин хĕрне Домнăна качча илнĕ, ывăл – Леня, хĕр – Люся çуралнă.. Люсьăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 1961 çулхи аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче аçа çапнипе татăлчĕ.
Çакăн пек тепĕр паттăра – Павел Данилович Данилова çитĕнтернĕ Кивçурт Енĕш. Фронтовиксен паттăрлăхĕ халăх асĕнчен тухас çук.
Валерий ГРИГОРЬЕВ.
Кивçурт Енĕш.
Ноябрь 2024 |