Директор ăслă та маттур пулни – пысăк телей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.07.2019, 16:03 Просмотров: 371

Эпĕ тăван шкултан вĕренсе тухнăранпа çур ĕмĕр çитрĕ. Шутламан, анчах та çак çулсенче унта аллă хут çеç пулса курман пулĕ. Юратнă учительсен пархатарлă сăнарĕсем яланлăха асра юлнăран-ши, е паянхи вĕрентекенсем маларахри директорсемпе педагогсен ырă йăли-йĕркисене çирĕп тытса аталану çулĕпе пынăран-ши – кунта хăвна яланах килти пекех туятăн. Ялта хулари хăшпĕр шкулсенчи пек мар, тĕл пулакана пурте сывлăх сунаççĕ.

Шкул, чăн малтанах, директортан пуçланать. Вăл, анлă тинĕсри пысăк карапăн ăста та шанчăклă капитанĕ пекех, кирек мĕнле çанталăкра та, çав тери йывăр лару-тăрура та палăртнă тĕллев патне илсе тухма пултарать. Ман шутпа, Калининăри вăтам шкулта ĕçлекенсемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те директор ăслă та маттур пулни – пысăк телей.    

Татьяна Павловна Ефимовăна, пултаруллă, çĕнĕлле шухăшлакан директора, районта тата республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Вăл ăнăçлă ертсе пыракан шкулта хăйсен ĕçне тивĕçлипе яваплăн туса пыракан кашни педагог талантлă. Директор учительсен професси шайне хăпартма майсем туса парать, вĕсен шанăçне, тÿсĕмлĕхне ÿстерет, паха сĕнÿсемпе вăхăтра пулăшма тăрăшать.

Кунта математикăпа физикăна, химипе биологине, вырăс чĕлхипе литературине, историпе географине тата ытти предметсене те лайăх вĕрентнĕрен шкул ачисем тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче час-часах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕреççĕ, экзаменсене ăнăçлă тытаççĕ, çĕршывĕпе паллă университетсемпе институтсен студенчĕсем пулса тăраççĕ. Кăçал, акă, вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухнисем улттăн (класс ертÿçи – Ю.И.Воинова) шкула ылтăн медальпе вĕçлерĕç. Маларах вĕренсе тухнисем хушшинче ĕçре тата çар службинче пултарулăхĕпе палăрнă çынсем чылаййăн. Вĕсем тăван шкулпа тачă çыхăну тытни, ун ятне çÿлте çĕклесе пыма тăрăшни туслă коллектившăн – пысăк савăнăç. Сăпайлă та ĕçчен директор хăйне мăнна хумасăр ыттисене хисеплеме пĕлни курăнать. Вăл кашни ачапа амăшĕ пек калаçать, вĕсен пуласлăхĕшĕн хыпса çунать, ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса канашлать. Директора кура, ытти педагогсем те хăйсене шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Ачасем те вĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем пек вальс çав тери ăста та çĕкленÿллĕ, хаваслăн ташланине эсир урăх курнă-и? Темиçе класс пĕр харăс плац-концерт кăтартма пултарнине ăçта асăрханă?

Калининăри вăтам шкул çарпа патриотизм ĕçĕпе тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипете çирĕплетес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Шкул кадечĕсем Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурссенче халиччен пилĕк хутчен çĕнтернĕ. Кашни класс, кашни ача çĕршыв хÿтĕлевçи пулма хатĕр. Çамрăк пограничниксем, спецназовецсем, космонавтсем, юнгăсем республикăра тата районта иртекен мероприятисене анлăн хутшăнаççĕ, уявсене илем кÿреççĕ, спортра çитĕнÿсем тăваççĕ. Ку вăл вĕренÿре те пулăшать, тавракурăма та аталантарать. Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организацири чăваш офицерĕсемпе, çав шутра çак шкултан вĕренсе тухнă Михаил Григорьев генерал-майорпа тата Валерий Федоров контр-адмиралпа курса калаçнă-и, Николай Бударин космонавтпа тĕл пулнă-и, е Андриян Николаев космонавт çуралнă Шуршăлпа Руслан Желудкин паттăр пограничникăн тăванĕсем патне Канаш районĕнчи Аччана çитсе килнĕ-и, е Пушкин çулĕпе Болдинăра пулса курнă-и, е чăваш халăх поэчĕн Валерий Туркайăн сăввисене итлесе çунатланнă-и, е ĕç коллективĕсем чĕннипе вĕсене çĕнĕ çитĕнÿсем тунă ятпа кайса саламланă-и – кашни савăнăçлă самант ачасен чĕрисенче тарăн йĕр хăварать. Директор ĕçĕ вара режиссерăнни пек, хăй яланах сцена çинче пулмасан та.

Услапа Нурăс хĕрĕ, Çĕньял Нурăс кинĕ Татьяна Павловна Ефимова нумай ачаллă çемьере мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ. Ашшĕ, Павел Ионович Сорокин, учительте те тăрăшнă, ăста строитель пулнипе те ялта ырă ят хăварнă. Амăшĕ, Вера Павловна, колхозра вăй хунă, ултă пепкине ура çине тăратса тĕрĕс çул уçса панă. Ачисенчен ытларахăшĕ строитель пулма вĕренсе тухнă. Кĕçĕн хĕрне амăшĕ ялти чи ĕçчен хĕрарăма хисеплесе Татьяна ят панă.

Тăванĕсем хушшинче учительсем чылай пулнăран-ши, Татьяна Павловна педагогика ĕçне шкул пĕтерсенех кÿлĕннĕ, 1971 çулта тăван шкултах пионер вожатăйĕнче ĕçлеме тытăннă, куçăмсăр майпа Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Малалла пĕлĕвне вăл ĕçрен каймасăр Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче туптанă, вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне илме тивĕçнĕ. 1981 çулта ăна Калининăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тилхепине шанса панă. 1994 çултанпа – директор.

Общество ĕçĕн хастарĕ хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн членĕ пулнă, Республикăри Обществăлла Канаш ĕçне хутшăннă, нумай суйлавсем хушшинче Калинино ял тăрăхĕн депутатĕнче тăрăшнă. Халĕ ăна Çĕньял Нурăс ялĕн старостине суйланă. Çăмăлли нихçан та пулман, анчах та вăл пуçне усса ларма хăнăхман, йывăрлăхсене çĕнтерме çемьери килĕшÿ пулăшса пырать. Мăшăрĕ, Лев Николаевич Ефимов, республикăри паллă спортсмен тата аслă пĕлÿллĕ учитель çеç мар, хуçалăхшăн пысăк алă ăсти те – вăл платник, столяр ĕçĕсене те пултарать. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ работникĕн тĕп ĕç вырăнĕ – Калининăри шкул-интернат. Унăн вĕренекенĕсем спорт енĕпе темиçе хутчен те Атăлпа Урал хушшинче çĕнтерÿçĕсен ятне илме тивĕçнĕ, Раççей шайĕнчи лайăх кăтартусемпе палăрнă. Вăтам шкулти кадетсен çитĕнĕвĕсенче те директорăн мăшăрĕн тÿпи пысăк.

Татьяна Павловнăпа Лев Николаевичăн икĕ ывăл, вĕсем офицера вĕренсе тухнă. Иванпа Николай – волейбол енĕпе Раççей спорт мастерĕсем. Иккĕшĕ те Мускаври Çĕнтерÿ парадне пĕрре мар хутшăннă, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Хăйсен яваплă ĕçĕсенче вĕсем ырă ятлă, ыттисене пулăшма хатĕр. Вĕсем ашшĕ-амăшне çав тери юратаççĕ. Каникулсенче Анастасия ятлă мăнукĕ юратнă асламăшĕ патĕнче пурăнать. Çак çемьесенче юбилей тĕлне тата тепĕр хĕрпĕрчи – Александра çуралнă.

,çри паттăрлăхĕпе хастарлăхĕшĕн Татьяна Павловна Ефимовăна 2002 çулта «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш степень орденăн медалĕпе наградăланă. Вăл – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Чăваш Республикинчи шкул директорĕсен ассоциацийĕн членĕ. Ăна министерствăсемпе ведомствăсен, обществăлла организацисен грамотисемпе хавхалантарнă. Пурнăçри чи пысăк награда вара пĕрле ĕçлекенсен, ял-йышăн, тăвансемпе пĕлĕшсен чыс-хисепĕ, вĕсем ырлăх-сывлăх сунни. Эпир те çавнах сунатпăр. Çапла пултăр!

Валерий КОШКИН,

Раççейри Федераллă хăрушсăрлăх службин ветеранĕсен Канашĕн членĕ,

отставкăри полковник.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика