Ÿсентăраншăн усăллă бактерисем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2019, 13:59 Просмотров: 312

Бактерисем – куçа курăнман, вăтамран 0,3–3 микрометр пысăкăш чĕрĕ организмсем. Ученăйсем тĕпченĕ тăрăх, бактерисем çĕр çинчи чи малтанхи чĕрĕ организмсем шутланаççĕ, вĕсем 4 млрд çул каярах пуçланса кайнă.

Бактерисем пур çĕрте те пур: çĕр, этем, чĕрчун, ÿсентăран çинче, шывра нумай. Çутçанталăк çаврăнăшĕнче бактерисем пысăк вырăн йышăнаççĕ, вĕсене пула ĕнтĕ тăпра пулса кайнă. Ученăй-бактериологсем, пĕр грамм çиелти хура тăпра çинче чĕрĕ бактерисене 100 млн таран тупса палăртнă. Пĕр тĕрлĕ бактерисем органикăллă япаласен юлашкийĕсене çĕртсе тăпра тăваççĕ, хăшпĕрисем ÿсентăрансене тĕрлĕ инфекци ертеççĕ. Тата çавăн пекех ÿсентăрансемшĕн усăллă бактерисем те пур.

«Çĕр ĕçне биологизацилесси» ятарлă патшалăх программи пур. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцине туса илнĕ чухне биологиллĕ препаратсемпе анлă усă курмалла.

Ÿсентăрансен хăшпĕр чирĕсемпе кĕрешнĕ чух биофунгицидсемпе усă курни вырăнлă. Пăрçа йышши культурăсен (пăрçа, клевер, люцерна, вика, донник, козлятник) тымарĕ çумĕнче сывлăшри азота ÿсентăрансем валли илме пулăшакан ятарлă бактерисем вырнаçнă. Асăннă бактерисем çак йышши культурăсене азотпа тивĕçтерме пулăшаççĕ. Çавăнпа çак культурăсене азот удобренийĕсемпе сахалтарах апатлантараççĕ.

Çĕр çинче усăллă бактерисем хăвăрт ĕрчесе кайччăр тесен вăрлăхсене ятарлă бактериллĕ препаратсемпе («нитрагинпа», «ризоторфинпа») хутăштарса аксан аван. Унсăр пуçне ял хуçалăхĕнче бактериллĕ азот, фосфор удобренийĕсемпе усă кураççĕ. Вĕсем азотобактертан тата фосфоробактертан тăраççĕ.

Азотобактера пула ÿсентăрансене азотпа тивĕçтересси ÿсет. Каласа хăвармалла, сывлăшра азот – 78 процент. Сывлăшри çак формăллă азота ÿсентăрансем хăйсем валли илеймеççĕ, çак азотобактерсене пула çеç ĕç пурнăçланать.

Фосфор пирĕн çĕрсем çинче çителĕклĕ, анчах нумай чухне ÿсентăран унпа усă кураймасть, çавăнпа та фосфоробактер кирлех. Азотпа фосфор удобренийĕсемпе тĕрĕс апатлантарсан тухăç 10 процент ÿсет. Биологиллĕ препаратсене уйрăмах гумуспа пуян çĕр çинче усă курсан лайăх. Уйри опытсем çĕрулмине лартнă чух биоудобренисемпе шĕвек туса сирпĕтсен тухăç илесси ÿснине çирĕплетеççĕ. Çак бактерисем çĕр çинче ĕрчеççĕ.                   Ÿсентăран тымарĕ тавра микрофлора лайăхланать. Палăртмалла, препаратсене вăрлăхсене имçамланă чух пĕрле усă курма меллĕ.

Биологиллĕ препаратсемпе ĕçленĕ чух çакна манмалла мар:

– бактерисем чĕрĕ организмсем, вĕсене пĕр сезонра усă курмалла. Управ вăхăчĕ 1–3 уйăх*

– упранă чух хĕвел çуттинчен пытарма тăрăшмалла*

– вăрлăхсене биопрепаратсемпе им-çамласан хăвăртрах акма тăрăшмалла*

– бактериллĕ удобренисем йÿçек çĕр çинче начар ĕçлеççĕ. Çавăнпа та малтан ун пек çĕрсене извеçлемелле.

Биологиллĕ препаратсемпе усă курни экологи енчен таса продукци туса илме май парать, çутçанталăк хими элеменчĕсемпе вараланасси чакать.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ,

Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика